17 декабря 2011 г.
МИНЕРАЛЛĂ удобренисемсĕр тухăçа ÿстерейменни пуриншĕн те паллă: вĕсемпе усă курмасăр палăртнă чухлĕ тыр-пул, тымар çимĕç туса илеймĕн. Кăçал районта, тĕрлĕ йышши минераллă удобренисене 898 тонна туяннă.
"Шанс" ОООнах илер-ха. Кунта азотлă удобренисене 20, хутăшшисене 80 тонна туяннă. Çак шутран 60 тоннипе çур акинче усă курнă, 20 тоннипе 150 гектар çинче кĕр тыррисене акса хăварнă.
Çавăн пекех, кăçал "Исток" ООО, "Карлинская" тата "Колос" агрофирмăсем, "Восход" СХПК, "Агросервис", "Агродор" ОООсем те минераллă удобренисемпе вăй çитнĕ таран ытларах усă курма тăрăшнă. Фермер (хресчен) хуçалăхĕсем те çĕре "çăкăр" кирлине ăнланни куç кĕретех. Ку тĕлĕшпе "Сатеев А. И." КФХна ырăпа палăртмалла. Вăл хăй кăна минераллă удобренисене 60 тонна туяннă, вĕсемпе çур акинче те, кĕр акинче те усă курнă, çитес çул валли тăватă тонна саппас та юлнă. "Кузьмич", "Труд", "Макаров Г.Н.", "Павлов В.Н." фермер (хресчен) хуçалăхĕсем те çак майпах кăçал начар мар тухăç илнĕ.
Ял хуçалăх культурисене акса хăварнипе пĕрлех, вĕсене пăхса çитĕнтермелле: хурт-кăпшанкăсене, чир-чĕре хирĕç вăхăтра кĕрешмелле. Çак тĕллевпе кăçал кăна районта 832 пин те 550 тенкĕлĕх гербицидсем, инстектидсем, фунгицидсем туяннă, вĕсемпе пур çĕрте те тĕллевлĕн усă курнă.