17 декабря 2011 г.
Анат Чаткасри тĕп шкулта вырăс чĕлхипе литература эрни иртнĕ. Вĕренекенсене тĕрлĕ мероприятисене, конкурссене хутшăнма Н.Ф. Ухтияровапа В.А. Зиновьев вĕрентекенсемпе шкулти вĕренекенсен Канашĕ хавхалантарса пынă. Кашни кунах мĕнле те пулин конкурс пулнă. А.Пушкин юмахĕсем тăрăх "Вулатпăр тата ÿкеретпĕр", "Хамăр вăйă", "Интереслĕ КВН", "Грамотей 2011" конкурссем, наукăпа практика ĕçĕсемпе тĕпчевĕсем вĕренекенсем вырăс чĕлхипе литературине мĕнлерех пĕлнине кăтартса панă.
Мероприятисене хастар хутшăннă ачасене Дипломсемпе, парнесемпе чысланă.