Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

17 декабря 2011 г.

ДекабрĔн 14-мĕшĕнче Шăмăршăра район депутачĕсен Пухăвĕн черетсĕр вун пĕрмĕш ларăвĕ иртнĕ. Ларăва депутатсем, организацисен, предприятисен, учрежденисен пуçлăхĕсем тата район администрацийĕн структура уйрăмĕсен специалисчĕсем хутшăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Никифоров декабрĕн 4-мĕшĕнче иртнĕ РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕн кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăнă, çитес çулхи мартăн 4-мĕшĕнче президент суйлавĕ те çÿллĕ шайра иртессе шаннине пĕлтернĕ. Кун йĕркинчи тепĕр ыйтупа депутатсем – Шăмăршă районĕн Уставне улшăнусем кĕртесси тата хăш-пĕр йышăнусене пăрахăçласси пирки – администраци ĕçĕсене йĕркелесе пыракан пайĕн юрисчĕ В. Дмитриев пĕлтернине итленĕ. Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан пай пуçлăхĕ Л. Портнова пĕрремĕш номерлĕ пĕр мандатлă Лесхозная тата вун виççĕмĕш номерлĕ пĕр мандатлă Васан суйлав округĕсем тăрăх район Пухăвĕн депутачĕсене çĕнĕрен суйласси çинчен ыйту çĕкленĕ. Çавăн пекех вăл президент суйлавĕн кунĕнче Шăмăршă тата Васан ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене суйлама тивнине те пĕлтернĕ. "Шăмăршă районĕн 2011 çулхи бюджечĕ çинчен" йышăнăва улшăнусем кĕртесси пирки финанс пайĕн начальникĕ О.Миронова сăмах илнĕ. Районăн муниципаллă харпăрлăхĕпе усă курассипе экономика пайĕн начальникĕ Э.Жамкова паллаштарнă.

Депутатсем сÿтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика