17 декабря 2011 г.
Суйлав вĕçленчĕ, хыçра – тĕрлĕ парти кĕрешĕвĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмăн пĕтĕмлетĕвĕ паллă. Халăх чăннипех çĕр-шыв тата республика Президенчĕсене шаннине, Раççей Федерацийĕпе Чăваш Енре пулса иртекен улшăнусене, пулăмсене ырласа йышăннине палăртрĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти пуçарăвĕпе юлашки çулсенче обществăшăн, халăхшăн, унăн ырлăхĕшĕн мĕн тунине хак пачĕ.
Çавăнпа пĕрлех республика ертÿлĕхĕн ятне варалама тăрăшакансене, унăн ĕç-хĕлĕн калăпăшне пĕчĕклетсе кăтартма ăнтăлакансене тата "сутма пултаракансемпе сутма юратакансене" политикăна кĕртмерĕ – пăрса хăварчĕ.
Умра – Раççей Президенчĕн суйлавĕ. Унта та сывă вăйсем çĕнтерессе шанать халăх. Мĕншĕн тесен пирĕнтен те, пурнăçра эпир мĕнле позици йышăннинчен те нумай килнине тинех ăнланса илтĕмĕр. Кăçалхи суйлавра пирĕн республикăмăрти халăхăн 61,5 проценчĕ, иртнĕ суйлавсенчен чылай ытларах, сасăларĕ. Апла пулсан вăл "çĕр-шыва мĕнешкел шăтăкран туртса кăларас ĕç ансат пыманнине, йăнăшсăр, кăлтăксăр пулманнине, патшалăхăн ячĕпе сумне тавăрма, ăна ÿсĕмпе çитĕнÿсен çулĕ çине кăларма" вышкайсăр йывăррине туйса илчĕ, апла пулсан йывăр та пархатарлă çак ĕçе кашнин хăйĕн витĕмлĕ тÿпине хывмаллине ăнланчĕ. Апла пулсан – халăх вăранчĕ. Ку – чи пахи.
Нумай шухăшлаттарчĕ, пăлхантарчĕ, калаçтарчĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин улттăмĕш тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн пиллĕкмĕш суйлавĕсем. Çак кампани тапхăрĕнче ял-хула çыннин тепĕр енĕ палăрчĕ: паянхи суйлавçă ĕнерхи пек кивĕ ăнлавсемпе тек аташмасть, унăн шухăшлавĕ урăх, тавра курăмĕ тарăн, панă сăмаха пăркаланмасăр пурнăçлаканпа хывăх кăна сăвăракан хушшинчи уйрăмлăха куç туллин курса тăрать. Халăхăн ăс-хакăлне, кăмăл-туйăмне çĕнĕ варкăш кĕчĕ тейĕн.
Суйлав иртрĕ: кашниех хăйĕн шухăш-кăмăлне ирĕклĕн палăртрĕ – Чăваш Ен Дмитрий Медведевпа Михаил Игнатьев Президентсен çул-йĕрĕшĕн сасăларĕ. Михаил Васильевич сасăлав бюллетеньне урнăна янă чухне каланă сăмахсем ("Суйлав – республикăра тата çĕр-шывра пурăнакансемшĕн пысăк уяв, мĕншĕн тесен кашни гражданинăн малашлăх çул-йĕрне палăртмашкăн ирĕк пур. Çав вăхăтрах вăл – яваплă кун та, мĕншĕн тесен паянхи сасăлавсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн çĕнĕ йышĕсем йĕркеленеççĕ. Çĕнĕ парламентăн халăхăн пурнăç шайне лайăхлатакан саккунсем йышăнмалла. Патшалăх влаç органĕсен çынсен ырлăх тивлечĕшĕн, ачасен телейлĕ пуласлăхĕшĕн, республикăн ăнăçлă аталанăвĕшĕн мĕн кирлине йăлтах тумалла...") тăван республикăмăр çитĕнÿ çулĕпе малаллах талпăннине, унта пурăнакан халăх хавхалануллă кăмăл-туйăмпа тăрăшуллă ĕçленине, промышленноç предприятийĕсемпе ял хуçалăх отраслĕн хăвачĕ ÿснине, пурнăç шайĕ чăннипех лайăхланнине тепĕр хут çирĕплетмеççĕ-и-ха; Халăх çакна курать: "Йывăрлăхсене, чăрмавсене сирсе-çĕнтерсе аслă Раççейĕмĕр, тăван Чăваш Енĕмĕр аталану çулĕ çине çирĕп тăчĕç, малашлăха талпăнуллăн утаççĕ..." Çак самантра чăваш халăх сăвăçин Çемен Элкерĕн "Хурçă карап" сăввинчи йĕркесем аса килчĕç. Тăван республикăмăрăн паянхи пурнăçĕ çинчен каланă пекех унта: катрамсене сире-сире малалла ăнтăлакан карап вăл – Чăваш Ен.
"Катрам" сăмах та ахальтен аса килмерĕ. Сахал мар пулчĕ вăл хальхи суйлавра: хăш-пĕр партин депутат мандатне кирек мĕнле пулсан та илме тĕллев тытнă кандидачĕсем çынлăхăн таса енĕсене "чатăрпа" хупласа Мускавпа Шупашкар еннелле çул хывма тăрăшрĕç. Çав тĕллеве пурнăçлас тесе хура "сăрă" та, укçа-тенкĕ те шеллемерĕç. Пĕчĕк тĕслĕх кăна. Сумлă учреждени-организаци логотипĕпе усă курса, хăйсем калашле, "тĕрĕсленĕ çăл куçсенчен пĕлтернисемпе, пĕр хутчен çеç мар тишкернĕ фактсемпе, вĕсене ăнлантарнине тĕпе хурса" листовкăсем, ытти пичет кăларăмĕ тĕркемĕ-тĕркемĕпе суйлавçăсене "сĕнчĕç". Республикăри пулăмсене, унăн пурнăçĕнчи ĕç-пуçа пачах тÿнтерле çавăрса хурса "чăнлăхпа паллаштарма" хăтланчĕç – таса, чыслă кĕрешÿре çĕнтереймессе пĕлсе тăрса килпетсĕр мелсемпе усă курчĕç. Оппонентсене хурлас, вĕсен ырă ятне варалас тесе таса мар суйлав политтехнологийĕсене пурнăçа кĕртекенсем тупăнчĕç. Анчах вĕсен киревсĕр ĕмĕчĕ путланчĕ. Халĕ ку пулăмсене яваплă органсем тĕпчеççĕ. Апла-и, капла-и – оппозици "хура пиарщиксен" пулăшăвĕпе усă курма тăрăшни хăйсемшĕнех япăх килсе тухнă. Суя-ултав пур пĕрех çиеле тухать. Уншăн саккунпа тивĕçлĕ явап та тытĕç-ха хура ĕмĕт-тĕллевпе парламентсен йышне кĕме хăтланакансем. Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев "Единая Россия" политика партийĕн представителĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра уйрăм кандидат политикăна суту-илÿ вырăнĕ пек хаклама хăтланни чăннипех пăшăрхантарнине палăртрĕ: "Сутма пултаракансене, сутăнма юратакансене, паллах, унта кĕртме юрамасть..." Вĕсене пăрса хăварнине вулакан пĕлет ĕнтĕ.
Умра – пĕтĕмлетĕвĕн кĕске тапхăрĕ. Çук, вăл туса çитерейменнин сăлтавĕсене такамра шырани пулмĕ. Тишкермелли, шута илмелли, палăртмалли, паян тумалли ĕçсен кун йĕркине кĕртмелли вара сахал мар. Республика ертÿлĕхĕ çакна туять, пĕлет, ăнланать: "Суйлав кампанийĕн тапхăрĕнче çĕкленĕ çивĕч ыйтусене влаç, должноçри çынсем шута илĕç. Вĕсем – шалăва, стипендисене, пенсисене пысăклатасси, больницăсене, вĕренÿ заведенийĕсене лайăхлатасси, çулсемпе çурт-йĕр тăвасси, юсасси, ЖКХри пулăшу ĕçĕсен пахалăхне çĕклесси". Тĕллевсен пурнăçланассин гарантийĕ – ăрусен, ырă ĕçсен çыхăнăвĕ, пĕрлех, аталану...