21 декабря 2011 г.
ДЕКАБРĔН 15-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш сессийĕ уçăлчĕ. Ертÿçĕсен суйлавĕпе, йĕркелÿпе çыхăннă ыйтусене депутатсем ăнăçлă татса пачĕç темелле. Çапах çĕнĕ парламент киввинчен чылай "шавлăрах" пулассине пирвайхи сессиех çирĕплетрĕ.
Чи аслин правипе усă курса сессие Елена Бадаева депутат уçрĕ. Зала 44 депутат пухăннă – йыш тулли. Çак шутра парламентра маларах пулнисем те пур, Патшалăх Канашне пирвайхи хут суйланнисем те йышлă. Вĕсене депутата суйланнă ятпа Михаил Игнатьев Президент саламларĕ, яваплă ĕçре, суйлавçăсемшĕн ĕçлессинче, çитĕнÿсем сунчĕ.
Михаил Васильевич декабрĕн 4-мĕшĕнче сасăлава хутшăнса гражданин тивĕçне пурнăçланă суйлавçăсене тав турĕ. Патшалăх Канашĕн суйлавне суйлавçăсен 61,5 проц. хутшăннă; ку 2006 çулхи суйлавринчен 17,8 проц. нумайрах. Президент раштавăн 4-мĕшĕнчи суйлав обществăпа политика пурнăçĕнчи питех те пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ, çав вăхăтрах вăл влаçшăн хăйне евĕр тĕрĕслев пулчĕ. "Суйлав пирĕн общество малалла талпăнас, экономикăн мĕн пур сферине аталантарас, тăнăçлăхпа хăрушсăрлăха, Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине çирĕплетсе пырас тĕллевлине кăтартрĕ", – терĕ Чăваш Ен пуçлăхĕ. Суйлав хаяр политика кĕрешĕвĕнче иртни çинчен те каларĕ. Пĕтĕмпех саккунпа килĕшÿллĕн пулнă, çапах "политика партийĕсен хăш-пĕр представителĕ лару-тăрăва çивĕчлетме хăтланнă, таса мар технологисемпе усă курнă".
Кун хыççăн сесси ĕçĕ хăй еккипе кайрĕ. тăваттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсен полномочийĕсене вĕçлессишĕн сасăларĕç. Елена Бадаева парламент ячĕпе унăн унчченхи спикерне Михаил Михайловские тав турĕ. "Пирĕн суйлавçăсем пире манмĕç", – тени, паллах, "мăн кăмăллăрах" илтĕнчĕ пуль, çапах ПК унчченхи йышĕ тухăçлă ĕçлени паллă. Михаил Алексеевича парне пачĕç – кĕрхи çанталăка сăнлакан пейзаж.
Вадим Николаев депутат пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн Председателĕн должноçне суйламашкăн Юрий Попов кандидатурине сĕнчĕ.
Сасăларĕç. 36 депутат – майлă, 7-шĕ – хирĕç. Çапла вара Чăваш Ен парламенчĕн тилхепине 50 çулти Юрий Попова шанса пачĕç.
Тăхтав хыççăн тавлашу-мĕн пулмарĕ, кун йĕркинчи юлнă ыйтусене депутатсем часах тишкерсе татса пачĕç. Çĕнĕ парламентра тăватă комитет пулать (халĕччен пиллĕ пулнă). Вĕсен председателĕсене суйларĕç. Çапла вара ЧР Патшалăх Канашĕн Строительство, вырăнти хăй тытăмлăх, регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитетне Николай Малов ертсе пырĕ, Бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитет пуçлăхĕн пуканне Анатолий Князева шанса пачĕç, Экономика политики, аграри комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитет тилхепине Олег Мешков тытрĕ, Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитет ертÿçинче Петр Краснова курас терĕç. Анатолий Князевпа Олег Мешков комитетсене ертсе пынипе пĕрлех ПК председателĕн çумĕнче те тăрăшĕç.
Декабрĕн 22-мĕшĕнче сесси малалла ĕçлĕ.