Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Светофор тимлĕхе вĕрентет

21 декабря 2011 г.

Шăмăршăри "Ромашка" ача садĕнчи "Ылтăн пулă" аслă ушкăнри ачасемпе вĕсен воспитателĕсем тата Л.Ермолаева музыка ертÿçи çул-йĕр çинчи тимлĕхе ÿстерес тĕллевпе "Çул-йĕр азбуки" вăйă-вĕрентÿ йĕркеленĕ. Шăпăрлансене çул-йĕр правилисемпе, знакĕсемпе, светофорпа паллаштарнă. Пĕчĕкскерсене çул çинче хăйсене мĕнлерех тытмаллине ăнлантарса панă. Вăййăн тĕп сăнарĕ – Светофор – ачасене тĕрлĕ ыйтусене хуравлаттарнă. Кутăнлашма, пуçтахланма юратакан Буратино та юлашкинчен çул-йĕр правилисене пăхăнмасан инкеке çакланма пултарассине туйса илнĕ.

Ачалăх хаваслă та инкексĕр ирттĕр тесен пурин те пĕр тĕллевлĕ пулса çул-йĕр правилисене пăхăнмалла. Çывхарса килекен автомашинăна курсан, çул урлă каçма тăрсан, ăна ирттерсе ямалла. Чупса каçса ĕлкĕретĕп-ха тесе пуçтахланмалла мар. Вара инкек-синкек те аякра пулĕ. Çакна ачасем лайăх ăнланасса шанас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика