21 декабря 2011 г.
2011 ÇУЛХИ декабрĕн 21-мĕшĕ тĕлне районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен Центра ĕç ыйтăвĕпе пурĕ 975 çын килнĕ. Кăçал 514 çынна ĕçсĕррисен шутне кĕртнĕ. Центр сĕннипе 15 çынна срок çитмесĕрех пенсие янă.
Кăçал халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба пулăшнипе 804 çынна ĕçе вырнаçтарнă, çав шутран 360-шĕ ĕçсĕр граждансем. Тÿлевлĕ обществăлла ĕçсене 185 çын хутшăннă.
14 çултан пуçласа 18 çул таранчченхи çул çитмен 405 çамрăк валли (вĕренÿрен пушă вăхăтра) вăхăтлăх ĕç тупса панă. Ĕçсĕр граждансене вăхăтлăха та пулин ĕçе вырнаçтарас ыйту та айккинче юлман (ку йышра 13 инвалид та пулнă). Центр пулăшнипе 61 çын хăйĕн ĕçне йĕркелесе янă (вĕсем малтан ĕçсĕр шутланнă. Кăçал ĕç вакансийĕсен, вĕренÿ вырăнĕсен 7 ярмăрккипе тата ытти мероприятисене йĕркеленĕ.
Граждансене – професси пĕлĕвĕ
ЧĂВАШ Республикинчи ĕçсĕррисен йышне чакарас тесе хатĕрленĕ 2011 çулхи Тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн, ĕç рынокĕнчи хушма мероприятисене тĕпе хурса, ĕçсĕр юлас хăрушлăх тухса тăнă май, кăçал 27 работник ял хуçалăх производствин тракторист-машинисчĕн, транспорт хатĕрĕсен В, С категориллĕ водителĕн, экскаватор машинисчĕн тата электрогазосварщикăн специальноçĕсемпе вĕренсе тухнă, çак профессисен удостоверенийĕсене илнĕ. Çавăн пекех, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен Центр пулăшнипе тĕрлĕ вĕренÿ заведенииĕсен 19 выпускникне ĕç опытне илме май паракан стажировкăна янă, çав шутран 4-шне – наставникпа. Çакнашкал стажировка хыççăн 9 çынна ĕçе вырнаçтарнă.
Çĕнĕ парикмахер салонĕсем, атă-пушмак мастерскойĕсем уçăлнă
РАЙОНТИ ĕçсĕр граждансем хăйсен ĕçне те йĕркелеççĕ. Центр пулăшу панипе кăçал çак йышри 59 çын хăйĕн шăпин хуçи пулса тăнă. Вĕсен хушшинче инвалидсен ушкăнĕнчи Алевтина Ивановна Ильина та пур (Карапай Шăмăршăран). Унăн хăйĕн ĕçне уçма хатĕрленĕ проектне кăçал республика конкурсĕнче чи лайăххисен шутне кĕртнĕ, автора çĕнтерÿçĕн Дипломĕпе наградăланă.
Малтан ĕçсĕррисен йышĕнче пулнă 2 çын вара пĕчĕк предпринимательлĕх ĕçĕ йĕркелесе, хушма ĕç вырăнĕсем уçнă, ĕçсĕр граждансене хăйсен предприятине вырнаçтарнă.
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен Центр пулăшнипе кăçал çĕнĕ парикмахер салонĕсем, атă пушмак тата çĕвĕ мастерскойĕсем, автомобильсене техника тĕлĕшпе пăхса тăракан станцисем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тата ытти предприятисем уçăлнă.
Ĕçлеме пултаракан инвалидсем те тимлĕхсĕр юлмаççĕ. Ятарлă условисем туса парса 9 инвалида ĕçе вырнаçтарнă. Нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕнчен иккĕшĕн валли ĕç тупса панă.
Виçĕ çул таранчченхи ачасене пăхнипе çыхăннă отпускра пулнă 25 хĕрарăм çĕнĕ профессие алла илнĕ, вĕсенчен 18-шĕ (ĕç çыхăнăвĕсенче тăманнисем) продавец-кассира вĕреннĕ. 7 бухгалтер вара хăйĕн квалификацине ÿстернĕ (оператор АСБУ 1С: Бухгалтери).
Республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн, 2012 çулта нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕнчен 6-шне, инвалидсенчен 5-шне (ĕç вырăнĕнче тивĕçлĕ условисем туса парса) ĕçе вырнаçтарма палăртнă. 3 çул таранчченхи ачасене пăхакан, отпуск хыççăн ĕçлеме хатĕрленекен амăшĕсене ĕç вырăнĕсем тупса парассипе хăйсен ĕçне уçма хатĕрленекен ĕçсĕр граждансене пулăшассипе çыхăннă ыйтусемпе килес çул Центр малалла ĕçлĕ.
Халĕ, декабрĕн 21-мĕшĕ тĕлне, патшалăх пулăшăвне илме 54 çын тăнă. 5 çын Центр направленийĕпе вăл е ку специальноçпа вĕренет.
Декабрĕн 21-мĕшĕ тĕлне, районти ĕçлеме пултаракан халăх йышĕпе илсе танлаштарсан, регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,66 процентпа танлашнă.
2011 çулхи январь-декабрь уйăхĕсенче ĕç паракансем сĕннĕ 1383 единица ваканси пулнă, çак шутран 88,4 проценчĕ – рабочи профессийĕсем. Паянхи кун тĕлне районти вакансисен банкĕнче 185 рабочи вырăнĕ. Çак вакансисен 73 проценчĕ пурăнма кирлĕ минимумран пысăкрах ĕç укçин тÿлевĕпе çыхăннă.
Инвалидсене ĕçе илмелли квотăна пурнăçланине кăтартакан сведенисене районти тĕп больница тăратать.
Обществăлла ĕçсене явăçтарнă
ÇУЛТАЛĂК тăршшĕпе обществăлла вырăнсене 185 çынна ĕçлеме кăларнă. Çавăн пекех районти организацисемпе, предприятисемпе пурĕ 89 килĕшÿ тунă. Вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернисем ялсенче тирпей-илем кÿрес тĕлĕшпе тăрăшнă, организацисенче ĕç йĕркелÿçи пулса ĕçленĕ.
2011 çулта районти ĕçпе тивĕçтерекен Центр халăха тата ĕç паракансене тĕрлĕ информацисемпе паллаштарнă, патшалăх паракан пулăшусем пирки те асăрхаттарсах тăнă. Кунсăр пуçне район хаçатĕнче тата администраци сайчĕ çинче çак çул пурĕ 319 информаци пичетленнĕ. Вĕсенчен районти ĕçсĕрлĕх, ăна мĕнле пĕтерсе пыни пирки туллин çырса кăтартнă.
Ĕç вакансийĕсен ярмăрккине те тăтăш ирттернĕ: çулталăк вĕçленнĕ тĕле 7 хутчен, вĕсенчен иккĕшĕ – çул çитмен çамрăксем, пиллĕкĕшĕ ĕçсĕр граждансем валли.
Ĕçсĕррисене – тĕрлĕ пулăшу
РАЙОНТИ ĕçпе тивĕçтерекен Центрăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл – ĕçсĕр çынсене паянхи рынок условийĕсенче кирлĕ профессие суйласа илме вĕрентесси. Декабрĕн 21-мĕшĕ тĕлне 1514 çынна çак условисемпе паллаштарнă, вĕсемпе консультацисем йĕркеленĕ.
Центр шкул ачисене те пурнăçри профессие суйласа илме вĕрентет. Çак тĕллевпе кашни çулах волонтерсен республикăри "Эсĕ суйланă професси" ятпа акци иртет. Кăçал çак акци 415 вĕрентекене пĕтĕçтернĕ.
Ĕç рынокĕнче пулăшу парас, çынсен иккĕленĕвĕсене сирес тĕлĕшпе тĕрлĕ программăсемпе ĕçлеме тивет. Çынсене психолог канашĕпе тивĕçтернĕ, профессиллĕ информаци панă т.ыт.те.
Акă çулталăк тăршшĕпе 26 ĕçсĕр гражданпа психологи тренингĕ ирттернĕ. "Хăвна ху шан", "Пурнăç максимумĕ" ятсемпе икĕ тренинг пулнă тата 5 çынна, вĕсенчен иккĕшĕ – инвалид, ятарлă психологи консультацийĕ панă.
Социаллă адаптаци программине 23 çын хутшăннă. Вĕсемпе "Ĕçе вырнаçассин хастарлăхĕ", "Ĕçе вырнаçассин технологийĕ" ятсемпе семинар-тренингсем йĕркеленĕ.
Паянхи кун тĕлне 71 çынна, çакă палăртнин 142 проц. танлашать, вĕренме янă. Вĕсем хушшинче котельнăйсен операторĕсен, электрогазосварщик, тракторист-машинист, газ оборудованийĕсене пăхса тата юсаса тăракан слесарьсен, хуралçăсен, ВС категориллĕ водительсен, парикмахерсен, портнойсен, 1С:предприяти программин бухгалтерĕсен профессийĕсене илекенсем пур. Вĕрентÿ валли кăçал 560 пин тенкĕ тăкакланă. Çитес çул 18 ĕçсĕр çынна вĕренме яма палăртнă, çак тĕллевпе 330 пин тенкĕ уйăрнă.
Ĕçпе тивĕçтерекен Центр паракан пулăшусен спекторĕ анлă. Кунта килекен кашни çыннах тивĕçлĕ пулăшу параççĕ, вĕсем валли кирлĕ професси суйлама, хăшне-пĕрне хăйсен харпăр хăй ĕçне уçма пулăшаççĕ. Ятарлă программăсене те туллин пурнăçлаççĕ, çынсене ĕçе вырнаçтарма тăрăшаççĕ.