21 декабря 2011 г.
"Халĕ кăна пĕчĕк ачасемччĕ-ха эпир, ача садне куллен çÿреттĕмĕр. Сисмерĕмĕр те, паян вара иккĕмĕш класра вĕренетпĕр. Час-часах ача садĕнчи кунсене аса илсе савăнатпăр", – пĕрмай çапла калаçнине илтетпĕр эпир, вĕрентекенсем, хамăр вĕренекенсенчен. Мĕн каламалли, чи илемлĕ хаваслă вăхăт ачалăхра кăна.
Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 2 "б" тата "в" классенче ăс пухакансем хăйсен класс ертÿçисемпе пĕрле "Аленушка" ача садне çитсе воспитательсемпе тата кунта çÿрекен шăпăрлансемпе тĕл пулчĕç. Шкул ачисем "Сывлăх вăрттăнлăхĕ" ятпа юмах лартса пачĕç. Пĕчĕкскерсем аслă юлташĕсене тимлĕн итлерĕç. Малашне вĕсем алă çумасăр апат çиме лармĕç, пахча çимĕçпе улма-çырлана та çийиччен "мунча" кĕртĕç. Çакăн пирки вĕсене тилĕпе упа ăнлантарчĕç. "Виçĕ сысна çури" гриппран сыхланмаллине аса илтерчĕç. Ырă кăмăллă Медуница халăх мелĕпе сипленме вĕрентрĕ.
Садикри ачасем иккĕмĕш классенче вĕренекенсене пысăк тав сăмахĕ каларĕç, çĕнĕ юмахсемпе хăнана татах килме йыхравларĕç.