21 декабря 2011 г.
Çул Çинче водительсен яланах тимлĕ пулмалла. Уйрăмах – каçхи, çĕрлехи вăхăтра. Паллах, хăвăртлăх тата дистанци режимне те çирĕп пăхăнмалла. Халĕ, хĕл кунĕсенче, пăрлак çул-йĕр çинче кĕтмен çĕртен аварилле лару-тăру сиксе тухсан, транспорт хатĕрĕн тормоз педалĕ çине пусни те инкеке сирсе хăвараймĕ.
Акă çак кунсенче, каçхине 6 сехетре, "Ульяновск-Çĕрпÿ" автотрассăн 110-мĕш километрĕнче ("Волнушка" кафе çывăхĕнче) Шупашкар еннелле каякан КамАЗăн кустăрми сасартăк шăтнă. Водитель çак транспорта чарса çул çине хăрушлăх пирки систерекен паллăсем лартса хунă (умне те, хыçала та), авари сигналĕн фарисене çутнă. Кунта çакна та палăртмалла: "Волнушка" тĕлĕнче, çул-йĕр сарлакарах пулнă май, вырăнта тăракан транспортран пăрăнса иртмелли майсем çителĕклех. Апла пулин те...
Шупашкар еннелле каякан ГАЗЕЛЬ водителĕ, хăвăртлăха кирлинчен ытла ÿстерсе, малалла вирхĕннĕ. Юсавсăр тăракан КамАЗа вăхăтра асăрхайман вăл. Юлашки самантра тормоз педалĕ çине пуснă пулсан та, ГАЗЕЛЬ çак транспорт кузовне пырса тăрăннă. Питĕ шел, кузов çине хăпарма хатĕрленнĕ КамАЗ водителĕ самантрах вилсе выртнă...
Халĕ çак трагедилле факт тăрăх уголовнăй ĕç пуçарнă. РФ Укĕн 264 статйин 3-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, ГАЗЕЛЬ водительне 5 çул таранччен ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Руль умĕнчи тимсĕрлĕх пысăк инкек патне илсе пырать, кирпĕч шутлаттарать.