24 декабря 2011 г.
Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕн начальникĕ В.В. Ляшенко пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун тĕлне Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчен пурĕ 96 призывника çар службине ăсатнă. Республикăри çар комиссариачĕн планĕпе кăçалхи кĕрхи призывра пурĕ 120 çамрăка службăна ăсатмалла.
Питĕ шел, Раççей Федерацийĕн "Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен" саккунне пăхăнман çамрăксем те пур. Вĕсем призыв мероприятийĕсене вăхăтра килме тăрăшмаççĕ. Çакнашкал призывниксем тĕлĕшпе çар комиссариачĕн пайĕ çирĕп мерăсем йышăнма палăртать.
Çар службинче пулассине кашни çамрăкăнах хисеплĕ тивĕç вырăнне хурса йышăнмалла, салтак стройне тăрса Тăван çĕр-шыв тăнăçлăхне хÿтĕлемелле.