29 декабря 2011 г.
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш сессийĕн иккĕмĕш пайĕ савăнăçлă пулăмпа уçăлчĕ: Юрий Попов спикерпа унăн çумĕсем Анатолий Князевпа Олег Мешков иртнĕ сасăлавра пĕр мандатлă суйлав округĕсемпе тата парти списокĕпе мала тухнă парламентарисене депутат удостоверенийĕпе паллине пачĕç, тăван республикăмăрăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн, çак тивĕçе шаннă халăхшăн тăрăшса ĕçлеме ырă сунчĕç.
Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Мускавра, Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев Федераци Канашне янă Çыру итлевĕнче пулнăран, хальхинче республика парламенчĕн ĕçне хутшăнаймарĕ. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа Президент Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов тухса калаçрĕ, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн должноçĕнчен хăй ирĕкĕпе кайнă Олег Макаров вырăнне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне – ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрне Иван Моторина Правительство пуçлăхне çирĕплетме сĕнчĕ. Депутатсем вăрттăн сасăласа Иван Моторина Правительство пуçлăхне çирĕплетрĕç.
Чăваш Республикин "Чăваш Республикин 2011 çулхи тата 2012 тата 2013 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун проекчĕ тавлашу çуратмарĕ, мĕншĕн тесен унччен ăна парламент комитечĕсенче тĕплĕн тишкернĕ, эксперт Канашĕ пахаланă. Тĕрĕслевпе шутлав палатин комиссийĕ витĕр тухнă. Унпа депутатсен çĕнĕ йышне финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Асăннă саккун проектне çĕнетесси Улатăра монохуласен йышне кĕртсе ăна модернизацилемелли комплекслă инвестици планĕн хăш-пĕр мероприятине пурнăçлама федераци бюджетĕнчен çитес çул валли дотаци шучĕпе 175,93 млн тенкĕ уйăрнă. Çавăнпа пĕрлех 2010 çулхи ĕç кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ĕç тăвакан чи лайăх влаç органĕсен йышĕнче пулнине палăртса дотаци парса хавхалантарма йышăннă. Çак хисепе çĕр-шыври 10 субъект тивĕçнĕ. Хушма укçан сумми пĕчĕк мар – 104 млн тенкĕ. Унсăр пуçне саккун проектне хатĕрленĕ чухне Чăваш Республики 2011 тата 2012 çулсенчи бюджет тăкакĕсене эффективлă ÿстермелли программăри мероприятисене пурнăçлама федераци бюджетĕнчен килекен 5765 млн тенкĕ субсиди калăпăшне те шута илнĕ. Чăваш Ен хальхинче те палăрнă – çак субсидие памалли субьектсен хушшинчи конкурсра çĕнтернĕ. Асăннă миллионсемсĕр пуçне федераци бюджетĕнчен 49,8 млн, çав шутра – уйрăм категорири çынсене санаторипе курорт сиплевĕшĕн тÿлеме – 24,6 млн, агропромышленноç комплексне пулăшма – 9,8 млн, çынсене медицина изделийĕсемпе, эмел препарачĕсемпе тивĕçтерме – 6,1 млн тата сусăр çынсене реабилитацилеме техника хатĕрĕсем туянмашкăн 5,4 млн тенкĕ килесси шанчăклă пулăм.
Саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин 2011çулхи бюджечĕн тупăш калăпăшĕ, халĕ çеç илсе кăтартнă цифрăсене тĕпе хурсан, малтан çирĕплетнĕ шайран 387,2 млн тенкĕ пысăкрах. Тăкаксен калăпăшĕ те, паллах, ÿсет – 293,6 млн тенкĕ, пĕлтĕрхинчен 43,8 процент пысăкрах пулĕ. Бюджет тăкаксен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ – 33396,2 млн тенкĕ. Федераци бюджетĕнчен тĕллевлĕ килекен укçа республика бюджечĕн дефицитне саплаштарма кайĕ.
Сессире Леонид Лебедева Раççей Федерацийĕн Федераци пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ – Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн представителĕ пулма шанчĕç.