29 декабря 2011 г.
АВАН-И, вулаканăм! Акă эпир 2011 çулăн вĕçне те çитсе тăтăмăр, тепĕр виçĕ кунтан çĕнĕ 2012 çула таплаттарса кĕрĕпĕр.
Иртсе кайрĕ çулталăк. Мĕн калăн;
Ним тумасăр иртмерĕç кунсем.
Тăрăшма пăрахман-ха ман халăх,
Савăнмалăх çук мар-ха ĕçсем.
Çĕн çултан ыррине çеç кĕтетпĕр,
Пурнăç кайтăр ялан малалла!
Çапла, иртсе кайнă çулталăкра ырри, асра юлмалли самаях пулчĕ. Чи малтан ял ĕçченĕсене чун-чĕререн мухтас килет. Ырми-канми ĕçлени харама каймарĕ: тырри-пулли пÿлме тулли, выльăх çимине те ытлă-çитлĕ хатĕрленĕ. Витесем выльăх-чĕрлĕхпе тулсах пыраççĕ, "Исток" ОООра вара 420 пуç ĕне выльăх валли модернизациленĕ ферма уçăлчĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С.Павлов каланă тăрăх, вĕр-çĕнĕ технологипе пуянланнă кунашкал фермăсем республикăра та иккĕ-виççĕрен ытла мар.
Районта "Таса шыв" программăна пурнăçа кĕртессишĕн нумай ĕç пурнăçланă. Пурăнмалли çуртсем тăвас, çулсене юсас тĕлĕшпе те вăй хурса ĕçленĕ. Вăрманçăсем вун-вун гектар çамрăк хунавсем лартса чĕртнĕ. Медицинăра, культурăра, халăха вĕрентес ĕçре, ытти отрасльре тăрăшакансене те тав сăмахĕ çеç каламалла.
Çĕнĕ çула çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе кĕме хатĕрленнĕ май, манăн хамăрăн чи çывăх çынсене – вулакансене чĕререн тав тăвас килет. Самана йывăрлăхĕсене пăхмасăр, эсир тăван хаçатăртан уйрăлмарăр, "Шăмăршă хыпарĕ" 2012 çулта та кăçалхинчен кая мар тиражпа тухса тăрĕ. Çавна май çыхăну ĕçченĕсене те пуç тайса тав тăватăп: сирĕн ĕçĕр чи пысăк хисепе тивĕç!
Çĕнĕ çул ячĕпе, тăванăмăрсем, 2012 çул пуриншĕн те чи телейлĕ çулталăк пултăрччĕ!