29 декабря 2011 г.
Шкул ачисен тĕллевĕ – вĕренесси. Вĕренÿпе пĕрлех вĕсем тĕрлĕ мероприяти-конкурссене хутшăнаççĕ, хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Акă Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 4 класра вĕренекенсем кашни уявах хаваслă та интереслĕ ирттерме тăрăшаççĕ. Час-часах хăнана ашшĕ-амăшне те йыхравлаççĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ çинчен те манмаççĕ. Классем хушшинче пулакан мероприятисене, ăмăртусене та хастар хутшăнаççĕ, кĕçĕннисем хушшинче малти вырăнсенчен пĕрне йышăнаççĕ. Кĕрхи балта тăваттăмĕшсем "Чăваш ачисен кĕрхи вăййи-кÿлли" фольклор кăтартса пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Вĕренÿре те, спортра та вун икĕ ача пĕр-пĕрне пулăшса пырать. Вĕсем пурте пĕр-пĕринпе туслă пурăнаççĕ. Хĕллехи спорт тапхăрне уçнă ăмăртусенче Семен Краснов, Данил Макаров, Максим Калашников, Ольга Казеева, Екатерина Гордеева малти вырăнсене йышăнчĕç.
4 класс ачисем питĕ юрра-ташша кăмăллаççĕ. Вĕсене шкулти музыка вĕрентекенĕ А.Андронов вун-вун юрă вĕрентет. Алексей Николаевич ертсе пынипе çак класри Илья Петров ачасен районти "Сентти" конкурсра иккĕмĕш вырăнпа савăнтарчĕ, республикăри конкурсран та икĕ Дипломпа тата парнесемпе таврăнчĕ.
Вĕренÿре тĕслĕх кăтартаканни – Никита Никифоров. Вăл – отличник. Ыттисем те унран юласшăн мар, тăрăшса вĕренеççĕ.