29 декабря 2011 г.
РАЙОНТА воспитатель ĕçĕнче пысăк опыт пухнă педагогсем чылай. Вĕсенчен пĕри – Шăмăршăри "Аленушка" ача сачĕнче вăй хуракан Х.И. Воробьева. Христиния Ивановна воспитатель ĕçне пуçăннăранпа 35 çул çитнĕ ĕнтĕ.
Патăрьел районĕнчи Тикеш ялĕнчи Христиния Селиванова (хĕр чухнехи хушамачĕ) пĕчĕкренех воспитатель пулма ĕмĕтленнĕ. Çуллахи каникул тапхăрĕсенче, 6 тата 7 класс пĕтернĕ хыççăн, нумай ачаллă çемьери хĕрача колхоз ясли-сачĕнче воспитатель-няня пулса ĕçленĕ. Ку ĕç тÿрех килĕшнĕ ăна, хăйĕн тивĕçне яланах тăрăшса пурнăçланă.
1972 çулта кÿршĕллĕ Еншик ялĕнчи 8 çул вĕренмелли шкултан "4" тата "5" паллăсемпе вĕренсе тухсан мал ĕмĕтлĕ хĕр Канашри педагогика училищин воспитательсем хатĕрлекен уйрăмĕнче пĕлĕве малалла туптанă.
1976 çулхи июньте хăй ĕмĕтленнĕ диплома илсен Христиния Ивановна Шăмăршăри пĕрремĕш номерлĕ ача сачĕнче воспитатель биографине пуçланă. Юратнă ĕçе пысăк хастарлăхпа пуçăннă. 1977 çулта "Сельхозтехника" предприятин ача садне ĕçлеме куçнă. Çав çулах çамрăк специалист пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ – асăннă предприятире водительте вăй хуракан Шăмăршă йĕкĕчĕпе Василий Воробьевпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ.
Ача сачĕнче В.А. Степановапа ылмашăнса ĕçленĕ. Христиния Ивановнăпа Вера Анатольевна хăйсене шанса панă пĕчĕккисен ушкăнĕпе çулран-çул ăнăçлă ĕçлесе пынă.
1996 çулта "Сельхозтехникăн" садикне хупсан Х.И. Воробьевана райцентрти "Аленушка" ача садне ĕçлеме куçарнă. Унта вăл хăйĕн тăван йăмăкĕпе – Вера Ивановна Курамшинапа пĕрле вăй хума пуçланă. Аппăшĕпе йăмăкĕ паянхи кунчченех юнашар тăрăшаççĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин шкул умĕнхи вĕрентÿ программинчи занятисене методика тĕлĕшпе тивĕçлĕ шайра ирттерессишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăваççĕ. Районти ытти воспитательсемпе те тăтăшах канашлаççĕ вĕсем, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашса педагогикăри çĕнĕлĕхсене хăйсем валли илеççĕ. Кунсăр пуçне ятарлă литература та вулаççĕ.
Христиния Ивановнапа Вера Ивановна кăçал вăтам ушкăнпа ĕçлеççĕ. Пĕртăван воспитательсем тăван тавралăхпа, чĕр-чунсен тĕнчипе, чăвашлăхпа çыхăннă занятисене те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кĕркунне, сăмахран, урамра, садик площадкинче пĕчĕккисене кĕрхи сăнсемпе паллаштарнă, пахча-çимĕçпе улма-çырла выставкине йĕркеленĕ. Садикри ытти воспитательсемпе пĕрле "Пулăшар вĕçен кайăксене" акцие хутшăнса, ашшĕ-амăшĕпе вĕсен ачисем кормушкăсем тăвассине, сырăшсене садик площадкинчи йывăçсем çине çакса тухассине те манăçа хăварман. Пĕчĕккисем кормушкăсем çине куллен хĕвел çаврăнăш, кĕрпе хураççĕ, кайăксем кăмăллăн апатланнине сăнаççĕ. Ку вăл ачасен чун-чĕринче ыркăмăллăх туйăмне аталантарма май парать.
Хăйĕн тивĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Х.И. Воробьевана Чăваш Республикин Вĕрентÿпе наука министерствин, райадминистрацин, вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Мăшăрĕпе, Василий Вячеславовичпа, пĕр ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Иккĕшĕ те çемьеллĕ. Алексей Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренсе инженер-механик дипломне илнĕ. Шăмăршăра ашшĕпе пĕрле предприниматель ĕçĕнче вăй хурать. Марина Канашри медицина училищине пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти ача-пăча больницинче медсестрара тăрăшать. Воробьевсен – 3 мăнук.
Пушă вăхăтра Христиния Ивановна пÿлĕмре тата кил умĕнче хитре чечексем ÿстерме, илемлĕ литература вулама кăмăллать.
Çак кунсенче Х.И. Воробьева хăйĕн 55 çулхи юбилейне уявларĕ. Чаплă юбилей ячĕпе ăна çывăх тăванĕсем, ĕçтешĕсем ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăхпа тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.