Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тытса тăтăр ĕмĕрех тăванлăх пире

29 декабря 2011 г.

"Тăван тăварпа пиçнĕ", – теççĕ халăхра. Анчах юлашки çулсенче çынсем хушшинче тăванлăх туйăмĕ сĕвĕрĕлсе пырать. Çитĕнекен ăру иккĕмĕш сыпăкри тăванĕсемсĕр пуçне ыттисене пĕлмест тесен те йăнăш мар. Аслăраххисем те тăвансемпе хутшăниччен тус-юлташне çывăхрах кураççĕ, хăна-вĕрлене те вĕсенех чĕнет. Хуйхă-суйхă килсе çапсан кăна çак çĕр çинче тăвансем пуррине аса илет хăшĕ-пĕри.

Мĕн сăлтава пула тăван тăванран сивĕнет-ха; Мĕншĕн хурăнташлă пурăнассине тĕпе хумасть-ха этем; Хуравĕсене тупма та пĕлмелле мар. Ашшĕ-амăшĕ пурăннă чухне ачисем хăйсен тăванĕсене паллакалаççĕ. Ватăсем пĕр-пĕрин патне кайса çÿреççĕ, хутшăнса калаçаççĕ, ĕлĕкхине аса илеççĕ. Тăванлăха тытса тăма, ăна упраса хăварма тăрăшаççĕ вĕсем.

Тĕслĕх вырăнне акă мĕн илсе кăтартасшăн. Çакна нумайăшĕ сăнанă пулĕ-ха. Çын вилсен тăвансем, кÿршĕ-аршă, тус-юлташ пухăнать. Пĕри кĕрет, тепри тухать. Çывăх пĕлекен, ялан хутшăнакан тăвансем пĕр-пĕринпе калаçаççĕ, пĕр чĕлхе тупаççĕ. Çав вăхăтрах пилĕк-ултă çулта пĕрре куракан хурăнташне асăрхамаççĕ те е пачах та ăна палламаççĕ. Ялтан тухса кайса хулара тĕпленнисен тăван тăрăха килсе çÿреме те вăхăчĕ тупăнмасть. Вĕсем хăйсене ытла та ĕçлĕ çынсем вырăнне хураççĕ. Çавна пулах çывăх çынсем хушшинчи çыхăнăва тарăн çырма уйăрса тăрать. Çулран-çул çырма тарăнланнăçем тарăнланса пырать.

Халĕ час-часах несĕл йывăçĕ тумалли пирки калаçаççĕ. Çыннăн хăйĕн тăван-пĕлĕшне çиччĕмĕш сыпăк таранах пĕлмеллине систереççĕ. Эпир вара, нумайăшĕ, виççĕмĕш сыпăкран малараххисем çинчен те пĕлместпĕр, тĕпчесе пĕлме те тăрăшмастпăр. Каплах пырсан, малашне пĕр тăвансем пĕр-пĕрне палланисĕр пуçне урăх никама та йышăнмĕç. "Ашшĕ-амăшĕн ялĕнче йытти те тăван", – ватттисем калакан сăмахсем вара çитĕнекен ăрушăн ют пулĕç. Пурнăç пурăнса курнисем вара пĕр сăмаха та шутламасăр каламан, вĕсем тăванлăха тытса тăнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика