01 января 2012 г.
2011 ÇУЛХИ декабрĕн 28-мĕшĕнче Шăмăршă территори суйлав комиссийĕн ларăвĕ пулса иртнĕ. Лару Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма тăратнă Андрей Николаевич Удинăн кандидатурине регистрациленĕ.
А.Н. Удин 1978 çулта çуралнă, Шăмăршăра пурăнать, вăхăтлăха ниçта та ĕçлемест, Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма хăйне хăй кандидата тăратнă.
Çак кунах лару пĕр мандатлă 1-мĕш Лесхознăй суйлав округĕпе Шăмăршă район Пухăвĕн депутачĕ пулма тăратнă Сергей Васильевич Огурцовăн кандидатурине регистрациленĕ.
С. В. Огурцов 1964 çулта çуралнă, Шăмăршăра пурăнать, хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçи, Шăмăршă район Пухăвĕн депутачĕ пулма хăйне хăй кандидата тăратнă.