01 января 2012 г.
ЛАПКА-ЛАПКА юр çăвать, тавралăх ытармалла мар илемлĕ. Чунтан савăнса, илемпе киленсе ял урамĕпе утатăп. Акă Ильичевсен çурчĕ умне çитрĕм. Кил хуçи – Михаил Иванович – сарлака кĕреçепе çул уçать. Пĕр-пĕрне сывлăх сунтăмăр, пăртак калаçса тăтăмăр.
– Выльăх çими нумай, çăва çăмăллăнах тухăпăр, – кăмăллăн калаçрĕ Михаил Иванович. – Икĕ ĕне, виçĕ пăру, виçĕ сысна, теçеткене яхăн сурăх усратпăр. Кăвакалсене пусса тирпейлерĕмĕр, холодильниксем аш-какайпа тулли.
М.И. Ильичев ăста пахчаçă пулнине те лайăх пĕлетĕп. Улма-çырла йывăççисемсĕр пуçне вĕсен пахчинче виноград та ÿсет. Мăшăрĕпе – Людмила Викторовнăпа иккĕшĕ пĕр ĕçре те ÿркенсе тăмаççĕ. Тухăçлă çĕр улми, пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ, хăйсенчен ытлашшине сутса укçа тăваççĕ.
Ильичевсен трактор та пур, çĕр ĕçне тунисĕр пуçне Михаил Иванович унпа вăрмана та каять, лесничествăран йывăç çыртарса илсе пура пурать.
Ылтăн алăсем валли яланах ĕç нумай. Кăçатă йăвалама та ăста Михаил Иванович, шăратса кăларнă пек илемлĕ тăвать вĕсене. Тăванĕсене савăнăç парнелет.
Михаил Ильичевăн тепĕр ырă ĕçĕ – вăл ял старостин йывăр лавне пĕр тÿлевсĕр туртса пыни. Ялти тирпейлĕхшĕн нумай тăрăшать, çулсемпе кĕперсем юсавлă пулччĕр тесе вăй хурать.
Михаил Иванович çынсене хистесех, тепĕр чухне хытах калаçса çурт умĕсене тирпейлеттерет, пĕчĕк пахчара хитре чечексем çитĕнтерме канаш парать.
Ман шутпа, Ильичевсем пек харсăр çынсем яла илем кÿреççĕ, пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.