01 января 2012 г.
Çĕнĕ çул – хаваслă уяв. Пурте ăна тăван-пĕлĕшпе, тус-юлташĕпе кĕтсе илме тăрăшаççĕ. Анчах хăшĕсен Çĕнĕ çулпа ĕçре "тĕл пулма" тивет. Çынсен сывлăхăшĕн яваплă медицина ĕçченĕсен те çемьерен уйрăлса постра тăмалла.
Районти тĕп больницăра декабрĕн 31-мĕшĕнче дежурствăна Л.Кузнецова врач-гинеколог кĕрет. Унпа пĕрле кĕçĕнрех персонал та хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлĕ. Васкавлă пулăшу паракансен те – Е.Терентьева фельдшерăн, Л.Ильина диспетчерăн тата Н.Миронов водителĕн – сыхă тăма тивет.
Паллах, Çĕнĕ çула пурин те ырă-сывă кĕтсе илесчĕ, сывлăхпа пурăнасчĕ.
Çунтăрах «кăвак çулăм»
Кĕтмен инкек Çĕнĕ çул каçĕнче, курантсем вун иккĕ çапнă самантра та сиксе тухма пултарать. Газ хуралĕнче – пушшех те. Мĕншĕн тесен, ялсенче "кăвак çулăмпа" усă курман пĕр çемье те çук темелле. Инкек пулсан, ăна вăхăтра пĕтерме вара яланах хатĕр пулмалла. Çавна май Шăмăршăри газ участокĕнче те уяв кунĕсенче çирĕп график йĕркеленĕ. Çĕнĕ çул каçĕ, сăмахран, М.Салахов газ участокĕн ертÿçин тата В.Абросимов водителĕн дежурствăра тăмалла пулать. Январĕн 1-мĕшĕнче вара А.Миронов мастерпа В.Иванов водитель дежурствăшăн яваплă. Килсенче "кăвак çулăм" уяв кунĕсенче çеç мар, нихăçан та ан сÿнтĕр. Çав вăхăтрах газпа асăрхануллă пулмалли çинчен те манас марччĕ.
Çутăсем йăлтăртатчăр, вут-çулăм ан алхастăр
Вăрă çурта кĕрсен хăйне кирлине кăна илет, пушар тухсан вара нимĕн те хăвармасть тенине пурте илтнех ĕнтĕ. Çапла, "хĕрлĕ автан" алхасăвĕнчен хăрушăраххи нимĕн те çук.
Уяв каçĕнче инкек куçран ан пăхтăр тесен, кашнийĕнех сыхă пулмалла. Ĕçкĕпе иртĕнсе сÿнтермен шăрпăк, пирус тĕпĕ пăрахмалла мар. Елка çине çакнă электроçутăсен юсавлăхĕ çинчен те манмалла мар.
Районти пушар чаçĕнче вăй хуракансем яланах сыхă тăнине пурте пĕлетпĕр. Президент саламне, паллах, кунта ĕçлекенсен караулта та кĕтсе илме тивет. Хальхинче çемйисенчен уйрăм Г.Измайлов караул начальникĕн, Н.Положин дежурнăйăн, Д.Гадиевпа В.Григорьев водительсен Çĕнĕ çула кĕтсе илмелле пулать.
"Хĕрлĕ автана" çуначĕсене сарма парар мар, уяв каçĕнче уйрăмах тимлĕхе çухатар мар.
Электричество пулсан – чунра ăшă
Çутăсăр эпир халĕ пурăнаймастпăр та пулĕ. Пĕр-икĕ сехетлĕхе кăна çутта чарсан та хыпкаланса ÿкетпĕр, пĕр-пĕрин патне шăнкăравласа мĕн пулнă-ши тесе пăшăрханатпăр. Никам та çуртапа ларасшăнах мар. Паллах, уявра ăна çунтаратпăр-ха.
Хаваслă уяв каçĕнче пин-пин çутăпа йăлтăртатакан елкăсем тĕксĕммĕн ан курăнччăр, пÿлĕмсенче тĕттĕм ан пултăр тесе электросечĕн кăнтăр районĕсенчи Шăмăршă уйрăмĕн ĕçченĕсен уяв каçĕнче уйрăмах тимлĕхе çухатмалла мар. Кунта та, яланхи пекех, дежурство йĕркеленĕ. Хальхинче ĕçри уяв кĕрекинче С.Цветков диспетчерăн, В.Кудряшов монтерăн тата С. Сандрейкин водителĕн Çĕнĕ çула кĕтсе илме тивет. Мĕн тăвăн – ĕçĕ çапларах.
Çĕнĕ çула тата канмалли кунсене савăк кăмăлпа кĕтсе илме, пурне те телей тата ăнăçу сунатпăр. Уяв каçĕнче пурнăçшăн хăрушлăх сиксе тухсан çухалса ан кайăр, çак номерсемпе шăнкăравлăр:
Аса илтеретпĕр.
8 (83546) 2-35-36 – васкавлă пулăшу;
2-35-26 – газ участокĕ;
2-34-41 – пушар чаçĕ;
2-36-32 – электросечĕн Шăмăршăри уйрăмĕ.