Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иисус çурални

01 января 2012 г.

Иудейсен Назарет ятлă пĕчĕкçĕ хулинче пĕр таса хĕр пурăннă. Ăна Мария тесе чĕннĕ.

Пĕррехинче ăна Турă янă ангел курнă. Ангел каланă ăна:

– Мария, савăн! Сана Турă тĕнчери пур хĕрарăмсен хушшинчен суйласа илнĕ. Часах санăн Ывăл Ача çуралĕ. Эс Ăна Иисус ятлă хурăн. Вăл Израиль патши пулĕ. Ăна Турă Ывăлĕ тейĕç. Унăн Патшалăхĕ нихăçан та пĕтмĕ.

Мария питĕ тĕлĕннĕ, анчах Турă пĕлтернĕ хыпара пĕтĕм чĕрипе хапăл тунă.

Ун чухне Марияна Иосиф ятлă пĕр çын валли çураçса хунă пулнă. Иосиф платник ĕçне ĕçлесе пурăннă. Часах Мария ăна качча тухнă.

Çав вăхăтра патша çĕршыври халăх шутне çырса тухма хушнă. Çырăнмашкăн вара çынсем хăйсен йăхĕ ăçтан тухнă, çавăнта каймалла пулнă. Иосиф йăхĕн тĕп хули Вифлеем шутланнă. Çавăнпа ĕнтĕ вĕсен, Марияпа иккĕшĕн, Вифлееме кайма тивнĕ.

Унта çитсен, вĕсем валли çĕр каçмалăх вырăн та тупăнман. Вара вĕсем витене вырнаçнă. Çавăн чух Мариян çăмăлланас вăхăчĕ çитнĕ. Иисус, тĕнчене Çăлакан, витере çуралнă. Паллах, унта сăпка пулман, Мария, Ачине пиелесе, сырăша вырттарнă.

Иисус çуралнă каç кĕтÿçсем çывăрман, хăйсен кĕтĕвĕсене сыхланă. Сасартăк вĕсем çиçсе тăракан ангела курах кайнă! Кĕтÿçсем хăраса ÿкнĕ, анчах та ангел каланă вĕсене:

– Ан хăрăр! Эпĕ сире савăнăçлă хыпар пĕлтеретĕп: паян Вифлеемре пĕтĕм тĕнчене Çăлакан çуралчĕ!

Кĕтÿçсем вара тÿрех Вифлееме кайма шут тытнă, вĕсем унта мĕн пулнине курасшăн пулнă. Çав хулана çитсен, вĕсем Марияпа Иосифа тата сырăшра выртакан Ачана курнă. Кĕтÿçĕсем тин çуралнă Ачана ÿксе пуççапнă, унтан хăйсем мĕн курнине, ангел вĕсене мĕн пĕлтернине каласа кăтартнă. Кайран, Турра аслăласа мухтаса, каялла таврăннă.

Аякра, хĕвелтухăç енче, çăлтăрçăсем пурăннă. Вĕсем тÿпене, çăлтăрсене сăнанă. Акă пĕррехинче вĕсем халиччен пулман çăлтăр курнă та Израильре аслă Патша çуралнине ăнкарса илнĕ. Вара вĕсем тÿрех çула тухнă. Çĕнĕ çăлтăр вĕсен умĕнчен пынă, ун хыççăн кайса, çăлтăрçăсем Иерусалиме çитсе кĕнĕ.

– Иудейсен тин çуралнă Патши ăçта; – ыйтнă çăлтăрçăсем.

Темĕнле çĕнĕ патша çинчен илтсен, çав çĕршывăн патши Ирод сехĕрленсех ÿкнĕ, çавăнпа вăл тĕплĕнрех ыйтса пĕлме шутланă.

– Шыраса тупăр та Ăна, мана килсе пĕлтерĕр. Ăна манăн та кайса пуççапасчĕ, – тенĕ Ирод. Хăй вара Ачана вĕлерме шут тытнă, мĕншĕн тесен вăл Иисус каярахпа ун вырăнне патшана ларасран хăранă.

Çăлтăрçăсем çула тухнă. Акă ĕнтĕ унчченех курнă çăлтăр вĕсен умĕнчен çул кăтартса пынă. Çапла шуса пырса, вăл ача пурăнакан тĕле çитнĕ те чарăннă. Çăлтăрçăсем тем пекех савăннă. Вĕсем Ачана ÿксе пуççапнă, ăна парнесем панă.

Çăлтăрçăсем кайсан, Иосифа тĕлĕкре ангел курăнса каланă:

– Тăр та, Ачапа Унăн Амăшне илсе, Египета тар: Ирод патша Ачана вĕлересшĕн, – тенĕ.

Çав каçах вĕсем Египета тухса кайнă. Ирод вилсен, Иосифа тĕлĕкре каллех ангел курăннă. Ангел вĕсене Назарет хулине таврăнма хушнă.

Христос çуралнă кун – январĕн 7-мĕшĕ – христиансен пысăк уявĕсенчен пĕри шутланать. Районти православи тĕнĕллĕ мĕн пур çынсене савăнăçлă уяв – Христос çуралнă кун ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, яланах Турă халалĕсене тĕпе хурса, ырă ĕçсем туса, пĕр-пĕрне юратса-хисеплесе пурăнма ырлăх-сывлăх сунатăп.

Николай протоиерей, Шăмăршăри "Христос çурални", чиркÿ настоятелĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика