Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куççуль-ши черккере, эрех-ши?

11 января 2012 г.

– Сдоровă! Мĕнле пурăнатăн?! – çулпа чиперех утса пыратчĕ пек, çывăхалла çитсен тайкаланни палăра пуçларĕ, хул пуççирен çатлаттарма хăтланчĕ. Куçĕ урăхла кăтартать-тĕр, мана паллаканни-пĕлекенни вырăнне хурса çапла сывлăх сунчĕ ĕнтĕ. 25 çултан иртеймен те пулĕ ку хĕрарăм, хăйĕнчен вара те эрех, те сăмакун, те тата хими япали;!) шăрши чăтмалла мар перет.

Алла ручка тытма, çак тема тавра калаçу пуçарма мĕн хистерĕ-ха; Пĕррехинче Хусантан Канаша çул тытакан электропуйăспа кайма тивнĕччĕ. Вакунра мана хирĕçех 30 çулсенчи икĕ хĕрарăм, иккĕшĕ те хĕрĕнкĕ. Пĕрин аллинче – кăкăр ачи. Пĕчĕкскер çул тăршшĕпех йĕрмĕшсе пычĕ: те хырăмĕ выçă, те мĕн те пулин ыратать.

– Ку музыкăпа хăçанччен киленсе пымалла тет; Нивушлĕ нимĕн те шухăшласа тупаймастăн унăн çăварне пăкăламалли; Пар леш шĕвекне! – чăтăмлăхĕ пĕтсе çитрĕ çумри юлташĕн.

5-6 уйăхсенчи ачана пĕчĕк кĕленчерен йăвашрах сăмакун ĕçтерчĕç çакскерсем. Кун пекки пĕрре çеç мар пулнă вĕсен. Туххăмрах мăшлатса çывăрса (тен, ÿсĕрĕлсе) кайрĕ пепке. Амăшĕ текеннипе тусĕ çывăхри арçынсемпе картла выляма пуçларĕç.

Манăн çеç мар, вакунра ларса пыракансенчен чылайăшĕн çак самантра тăрпалтай икĕ хĕрарăма çупса ярас, тапса сирпĕтес туйăмсем çуралчĕç-тĕр.

Алкоголь кăкăр ачисен ÿчĕ витĕр сăрхăнса кĕнине те палăртмалла. Çавăнпа тухтăрсем пĕчĕк ачасене эрехпе час-часах компресс туни сиенлĕ пулнине пĕлтереççĕ. Медицина практикинче çакнашкал историе çырса кăтартни пур. Ÿпке шыççипе чирленĕ 6 уйăхри пĕчĕк ачан кăкăр кăшкарне кунне 3 хут эрехпе компресс туса тăнă. Темиçе кунран ача организмĕ алкогольпе сиенленни палăрнă: унăн кĕлетки вăйсăрланнă, ÿтне шуранка тĕс çапнă, кĕлеткипех сив тар тапса тухнă. Ача сывласа кăларакан сывлăшра эрех шăрши палăрнă, вăл тăнне çухатнă. Тухтăрсем темиçе кун çине тăрса сиплесен кăна ачана сыватма май килнĕ.

Вăхăтра хăйсене хăйсем тытса чарайманнипе, ытарлă каласан, вăхăтра "пысăк пăнчă лартайманнипе" миçе хĕрарăм хăйĕн телейне, ачисен, мăшăрĕсемпе тăван-пĕтенĕн, тус-юлташĕсен юратăвне, хисепне çухатать, яланлăхах этем ĕренкинчен тухса каять, чăннипех те лачакари сысналла пурăнма пуçлать. Мĕн ĕлĕк-авалтан сăпайлăхпа, тирпейлĕхпе палăрса тăнă чăваш хĕрарăмĕсен хушшинче ĕçкĕпе урмăшса кайнисене, эрех-сăмакуна ытараймасăр çемйи, ачи-пăчи çинчен манса иртĕхекенсене курса тăма уйрăмах йывăр.

Сăмакунпа, эрехпе иртĕхекенсемпе, юлашки вăхăтра тата наркотиксен серепине çакланнисемпе ăнлантару ĕçне çителĕксĕр туса пынине йышăнмалла. Тухтăрсем халăх, уйрăмах çамрăксен хушшинче алкоголь, наркомани сиенĕ çинчен калаçусем сахал ирттереççĕ. Хĕрарăмсен канашĕн те вырăнсенче активлăрах пулмалла, ыттисен те айккинчен пăхса-сăнаса тăмалла мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика