Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр йĕрĕ çинче – çемьесем

11 января 2012 г.

ЯНВАРĔН 6-мĕшĕнче Шăмăршăри "Туслăх" спорт комплексĕн стадионĕнче Сывлăх уявĕ иртрĕ. Çак кун йĕлтĕр йĕрĕ çине спорта юратакан çемьесем тăчĕç, вĕсем Чăваш Республикин пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисемшĕн тупăшрĕç.

Уява савăнăçлă лару-тăрура уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев тата Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи С. П. Димитриев хутшăнчĕç, пурне те çирĕп сывлăх тата спортра ăнăçу сунчĕç.

Эстафета виçĕ тапхăрпа иртрĕ: пĕрремĕшĕ – ача йĕлтĕрпе 400 метра, иккĕмĕшĕ – амăшĕ 800 метра, виççĕмĕшĕ – ашшĕ 1500 метра чупса тухасси. Эстафета вĕçленсен вара пурте пĕрле чупрĕç.

Çĕнтерÿçĕсене икĕ ушкăнпа – çемьери ача 10 çула çитиччен тата 15 çула çитиччен пулнине шута илсе палăртрĕç.

Пĕрремĕш ушкăнра Павловсен туслă çемйи çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Степановсен, виççĕмĕшĕнче – Ларшниковсен çемйисем. Иккĕмĕш ушкăнра малтанхи виçĕ вырăна Хафизовсен, Еремеевсен тата Удинсен çемйисем пайларĕç. Пурте пĕрле чупнă чух арçынсемпе арçын ачасем хушшинче Илья Хлюкин, Михаил Ефимов тата Вячеслав Антонов, хĕрарăмсемпе хĕрачасем хушшинче Вера Удина, Светлана Харитонова тата Ирина Васильева палăрчĕç.

Çак кун хĕллехи спорт уявĕ район центрĕнче çеç мар, кашни ял поселенийĕнчех иртрĕ, йĕлтĕр йĕрĕ çине çĕр-çĕр çемье тăчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика