11 января 2012 г.
Юлашки çулсенче Шупашкар – Чăваш Ен Епархийĕн 5-мĕш благочиннăй округĕ – кунта Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи чиркÿ прихочĕсем кĕреççĕ – Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕнче "Раштав çăлтăрĕ" ятпа фестиваль йĕркелесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Январĕн 8-мĕшĕнче каçхине культура учрежденийĕнче Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи чиркÿсем çумĕнчи Вырсарни шкулĕсен тата Ача-пăча искусство шкулĕсен воспитанникĕсем Раштав темипе çыхăннă юрăсем шăрантарчĕç ("Новая радость", "Елка в Рождество", "Многая лета"), сценкăсем лартрĕç ("Вифлеемская звезда", "Рождественский дед"). Шăмăршăри ачасен "Антонина" халăх ташă коллективĕ ("Рождественский танец", "Ритмы планеты") тата Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен шкулĕ çумĕнчи ача-пăча ташă ансамблĕ ("Свет и тьма") сюжетлă ташăсемпе савăнтарчĕç. Христос çуралнине илемлĕх мелĕпе сăнлакан ытти номерсем те пулчĕç программăра. Номерсенчен кашнинех тулли зал хыттăн алă çупса йышăнчĕ. Священниксен пысăк ушкăнĕ те ачасен концертне кăмăллăн пăхрĕ.
Фестиваль вĕçленсен 5-мĕш округ благочиннăйĕ Сергий атте коллективсене Грамотăсем парса чысларĕ, ачасене яланах ыр кăмăллăх кăтартма, ватăсене пулăшма, Турă халалĕсемпе пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ. Фестивале хутшăннă ачасенчен кашниех Раштав кучченеçне илчĕ.