11 января 2012 г.
Зинаида Карзанова, Кивĕ Чукалти клуб заведующийĕ:
– 2011 çулта клуб учрежденийĕн ĕç-хĕлне планпа килĕшÿллĕн йĕркелесе пынă. Чи паллăрах мероприятисене илсен, кунта чи малтанах Раççей Космонавтикин çулне халалланă ял поселенийĕн художество коллективĕсен смотр-отчет концертне асăнмалла. Сумлă жюри пирĕн коллектива районта лайăххисенчен пĕри тесе йышăнни пире питĕ савăнтарчĕ, хавхалантарчĕ. Кунта, паллах, Захар Савельев аккомпаниаторĕн тÿпи те пысăк. Коллектив смотр-отчетăн гала-концертне хутшăнни те чылайлăха асра юлĕ.
Клуб çумĕнчи "Пилеш" фольклор коллективĕ кăçалхи фестивальте пĕрремĕш вырăн çĕнсе илни те пирĕн юрăç-ташăçсен кăмăлне çĕклерĕ. Акатуйра сцена ăсталăхне кăтартнине, уява пухăннисем пирĕн кашни художество номерне хыттăн алă çупса йышăннине манма пулать-и тата;
2012 çулта пирĕн коллектив сцена ăсталăхне малалла ÿстерсе пырĕ, тăван ял-йыша çĕнĕ программăсемпе савăнтарĕ.
Хамăрăн коллективри мĕн пур юрăçсене, ташăçсене, такмакçăсене Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, творчествăра çĕнĕ ÿсĕмсем сунатăп.