11 января 2012 г.
ШĂМĂРШĂРИ халăх театрĕн режиссерĕ Валентина Львова черетлĕ спектакль валли В. Фольварочный драматургăн пьесине суйласа илнĕ. Ăна вырăсларан чăвашла Николай Угарин куçарнă ("Юратупа ан выльăр").
Нумаях пулмасть хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕн анлă сцени çине çак спектакльпе тухрĕç. Николай Угарин (Юрий Павлович), Татьяна Сергунова (Мария Дмитриевна), Алина Петрова (Лида), Ольга Тимофеева (Ариша), Валентина Львова (Лина Ивановна), Владимир Павлов (Борис) тата Александр Верьялов (Олег) хăйсен ролĕсене пурнăçри пек витĕмлĕн те ĕнентерÿллĕн сăнласа пачĕç. Спектакль вĕçленсен, халăх театрĕн пултаруллă актерĕсене тав туса, тулли зал чылайччен алă çупрĕ.
Куракансен кăмăлне шута илсе "Юратупа ан выльăр" спектакле халăх театрĕ Культура аталанăвĕн центрĕнче тепĕр хут выляса пачĕ. Кунсăр пуçне ку драмăна Палтиелĕнчи клуб учрежденийĕнче те кăтартнă.