11 января 2012 г.
ЧĂВАШСТАТ 2012 çулхи иккĕмĕш кварталта 2011 çулхи производствăри тăкаксен тата тавара реализацилесссин (ĕç, тивĕçтерÿ), ĕçлекен субъектсен результачĕсен кăтартăвĕсемпе федераллă статистика сăнавĕ ирттерет. Статистика ĕçĕ РФ Правительствин 2009 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнче кăларнă хушăвĕпе килĕшÿллĕн пулать.
Статистика сăнавне коммерциллĕ тата комерциллĕ мар, страхлакан организацисем, пысăк тата пĕчĕк предприятисем, уйрăм предпринимательсем, адвокатсем лекеççĕ. Пĕчĕк предпринимательство субьектне кĕмен коммерци организацийĕсене тата страхлакан компанисене пĕтĕмĕшле, пĕчĕк предпринимательство субьекчĕсемпе уйрăм сăпатри çынсене, коммерциллĕ мар организацисене суйласа илсе тĕрĕслеççĕ. Организацисене тĕрĕслекен персоналăн сăнав пирки ятарлă формăна çырса Чăвашстата çитермелле. Уйрăм предпринимательсем патне .. - "Интервьюер" экспертсем пырĕç.
Суйласа илнĕ сăнаври сведенисем "тăкак-кăларăм" база таблицин никĕсĕ пулса тăраççĕ. Çак кăтартусемпе тĕнчери экономика аталанăвне тухăçлăрах прогноз тума усă кураççĕ. Отрасльсем хушшинчи çыхăну тата Раççей экономикин структура шайлашăвĕ çинчен илнĕ пĕтĕмлетÿ статистика информацийĕ пулса тăрать. Çавăн пекех статистика пахалăхĕ тата микроэкономика кăтартăвĕсен прогноз шутлавĕ лайăхланать. Хатĕр таблицăсене курсан тавар туса кăларакансем хăйсен тăкаксене вăтам отрасльтипе танлаштарма пултараççĕ.
Чăвашстатра тата унăн районсенчи уйрăмĕсенче хальхи вăхăтра сăнава хатĕрленеççĕ.
Статистика информацийĕсене панă чухне йĕркене пăснăшăн тата тĕрĕс мар информацишĕн административлă майпа явап тыттараççĕ.