21 января 2012 г.
ШĂМĂРШĂРИ вăтам шкулти Саманта Смит ячĕллĕ интернаци туслăх клубĕ хĕллехи каникулта тĕнчери "Раштав уявĕсем" программăна хутшăннă. Ачасем çамрăксен регионсен хушшинчи "Туслăх çурчĕ" общество организацийĕн Мускаври, Владимирти, Мари Элти, Тутарстанри, Ингушетири, Хакасири, Тывари представителĕсемпе пĕрле çул çÿревре пулнă.
Çамрăксем Мускавран Польшăна çул тытнă. Сверадув-Здруе курорт хулара "Туслăх çурчĕ" организацин отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕ, унта çитес виçĕ çуллăха координаци канашне çирĕплетнĕ. Фестивале хутшăнакансем тепĕр кунхине Чехие (Усти çинчи Лабем) çитнĕ. Стршеков крепоçне çитсе курнă, çут çанталăк илемĕпе киленнĕ. Çак каçах – "Раштава çемьепе кĕтсе илетпĕр" ташă программи. Берлинта ачасем Трептов паркра, Совет салтакĕсен масарĕнче пулнă, Германин тĕп хулишĕн пынă çапăçусенче пуç хунă ентешсен палăкĕсене пуç тайнă. Унтан вĕренекенсем Йена хулипе паллашнă.