21 января 2012 г.
РАÇÇЕЙ прокуратурине туса хунăранпа 290 çул çитрĕ. Саккунлăха çирĕплетес тĕлĕшпе ырми-канми ĕçлекен, граждансен прависене хÿтĕлекен хăюллă та çирĕп принциплă çынсене халăх тивĕçлипе хисеплет.
Пирĕн корреспондент Шăмăршă районĕн прокурорĕпе, юстицин аслă советникĕпе Сергей Ильич Егоровпа тĕл пулса калаçнă.
– Январĕн 12-мĕшĕнче эпир Раççей Федерацийĕн прокуратурине туса хунăранпа 290 çул çитнине паллă турăмăр, – терĕ С.И. Егоров. – Çак ятпа Шупашкарта савăнăçлă пуху иртрĕ, прокуратура ĕçченĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламларĕ. Çавăн пекех республика прокурорĕ Владимир Метелин та Чăваш Енĕн прокуратура ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне туллин тата саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçланине палăртрĕ.
– Сергей Ильич, хăвăрăн професси уявне эсир пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнипе кĕтсе илтĕр. Кун пирки мĕн калама пултаратăр?
– Чăнах та, ĕç кăтартăвĕсем курăмлă. Преступлени тăвассипе çыхăннă пĕтĕмĕшле лару-тăрăва илес тĕк – тăнăçлăх пур. 2011 çулта çын тата гражданин правипе ирĕклĕхне пăхăнманнипе çыхăннă 585 тĕслĕхе шута илнĕ, çавна май саккуна тивĕçтермен 55 право акчĕ пирки протест çырнă. Район прокурорĕн йышăнăвĕпе КоАП РФ тĕрлĕ статйисемпе 25 çынна административлă явап тыттарнă, судсенче пăхса тухма – пурĕ 1623 пин тенкĕлĕх – 203 тавăç (иск) ярса панă. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, вĕрентÿ учрежденийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисен ячĕпе саккуна пăснă тĕслĕхсене пĕтерме хушса 127 представлени çырнă, должноçри 84 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă.
Çаксенчен 180 тĕслĕхĕ çул çитмен граждансен прависемпе интересĕсене хÿтĕлессипе, çав шутра 54 тĕслĕх çул çитменнисем право йĕркине ан пăсчĕр тата тимлĕхсĕр ан юлччĕр тесе профилактика ĕçĕ туманнипе çыхăннă. Пĕтĕмĕшле тĕрĕслÿсем хыççăн çул çитменнисен прависене хÿтĕлесе 25 протест çырнă, судсене 15 тавăç (иск) заявленийĕ тăратнă, 53 представлени кăларнă, вĕсем тăрăх 25 çынна дисциплина енчен, должноçри 10 çынна административлă майпа явап тыттарнă, уголовлă 1 ĕç пуçарнă.
Прокуратура ĕçлекенсен ĕç прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе те пысăк вăй хурать. 2011 çулта ĕç законодательствине пăхăнманнипе çыхăннă 312 тĕслĕх тупса палăртнă.
Çак тĕрĕслÿсем тăрăх суда ĕç укçине тÿлеме ыйтнă 172 заявлени – пурĕ 713 пин тенке яхăн илме – ярса панă.
Çавăн пекех район судне шкул тулашĕнчи учрежденисене ĕç условийĕсем тăрăх аттестаци ирттерме хушакан 12 тавăç (иск) тăратнă, 67 представлени кăларнă, вĕсене пăхса тухнă хыççăн 56 çынна дисциплина енчен явап тыттарнă.
Ко АП РФ 5-27 статйин 1-мĕш пайĕ тăрăх ĕç законодательствине пăхăнманшăн организацисен 3 ертÿçине тата 4 уйрăм предпринимателе административлă майпа айăпланă.
Вырăнти самоуправлени органĕсем йышăннă право акчĕсем саккунпа килĕшÿллĕ пулнине тĕрĕсленĕ май 467 нормативлă право актне, 69 право актне пăхса тухнă, вĕсенчен 40 нормативлă акта саккун ыйтнă пек йĕркелеме хушнă.
Экономикăра лару-тăру çивĕччине кура прокуратура унти ĕç-пуçа та куçран вĕçертмест. Бюджет укçипе тĕллевсĕр, патшалăх тата муниципалитетсен пурлăхĕпе саккуна пăсса усă курнă тĕслĕхсене, нацпроектсем валли уйăракан укçа аякка кайнине, ытти саманта курмăш туман. Çавăн пекех ЖКХ тытăмĕнче саккуна хÿтĕлес ыйтусемпе те çине тăрса ĕçлетпĕр.
Вырăнти самоуправлени органĕсен нормативлă акчĕсен проекчĕсене коррупцие хирĕçле экспертиза тунă хыççăн прокуратура 21 проектра коррупци сĕмĕ пулнине тупса палăртрĕ, кайран, вĕсене йышăннă чух прокуратура асăрхаттарăвĕсене шута илнĕ.
Иртнĕ çул прокуратурăн оперативлă работникĕсем 173 çынна харпăр-хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă, граждансен прависене пăснă тĕслĕхсене сирсе яма май килнĕ.
Хаçатра вырăн панипе усă курса, район çыннисене саккуна пăснă тĕслĕхсем пирки прокуратурăна çийĕнчех пĕтерме, пирĕн патăрта хÿтлĕх тупма сĕнесшĕн.
Прокуратурăн тавăç (иск) ĕçĕ те нумай енлĕ. Иртнĕ çул гражданла судопроизводство енĕпе 3 тавăç, уголовлă судопроизводство енĕпе 1 тавăç тăратнă. Ытти енлĕ тавăçсем те чылай.
Прокуратура ĕçченĕсен уявĕ ячĕпе манăн хамăр коллективри кашни сотрудника, çавăн пекех прокуратура ветеранне В.А. Львова чун-чĕререн тав тăвас килет. Çулсем иртĕç, ăрусем улшăнĕç, анчах прокуратурăн тĕп тивĕçĕ – саккунлăха тивĕçтересси, çынсен прависене хÿтĕлесси – çаплипех юлĕ.