Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталану çулĕпе

21 января 2012 г.

ПĔЛТĔР, 2010 çулхипе танлаштарсан, районăн экономика аталанăвĕ, промышленноç таварĕсем туса кăларасси, ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси, таварçаврăнăш, халăха тÿлевлĕ пулăшу парасси, ĕç укçи ÿсни палăрать.

2011 çулта районта пĕтĕмпе - 16413 пин тенкĕлĕх промышленноç продукцийĕ туса кăларнă.

Ял хуçалăхĕнче те ÿсĕмсем пур. Пĕлтĕр виçĕм çулхинчен 5,05 хут ытларах (24422 тонна) тырă çапса тĕшĕленĕ, 2,3 хут ытларах (35 000 тонна) çĕр улми кăларса илнĕ, 27,5 процент ытларах (3800 тонна) пахча çимĕç пухса кĕртнĕ, 2 процент ытларах (3582,3 тонна) аш-какай, 2,4 процент ытларах (18 792 тонна) сĕт туса илнĕ.

Пĕчĕк предпринимательствăпа çыхăнман ваккăн суту-илÿ тăвакан организацисен тавар çаврăнăшĕ 188,8 миллион тенкĕпе, 2010 çулхипе танлаштарсан 122,7 процентпа танлашнă. Пĕлтĕр потребительсен рынокĕнче виçĕ обьекта хута янă, М.Ф. Назарова предпринимателĕн суту-илÿ çуртне реконструкциленĕ, Шăмăршăри "Закусочная" кафене юсаса çĕнетнĕ. Хальхи вăхăтра "Восход" СХПКра Гафаров предпринимателĕн 30 миллион тенкĕлĕх тăракан çĕр улми типĕтекен цехне тăвасси малалла пырать.

Халăха тÿлевлĕ пулăшу парасси те ÿснĕ – 2010 çулхинчен 8 процент ытларах е 54 миллион тенкĕлĕх.

Иртнĕ çул районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн 460 субьекчĕ ĕçленĕ: 41-шĕ – пĕчĕк предприятисем, 419-шĕ – уйрăм предпринимательсем, 140 хресчен (фермер) хуçалăхĕ.

Патшалăх предпринимательсен çулĕ çине тăрас текенсене те пулăшать. 2010 çулта республика бюджетĕнчен виçĕ çынна харпăр хăйĕн ĕçне йĕркелесе яма грант уйăрса панă.

Ĕçлес текен çын ĕç шырать. Пĕлтĕр, сăмахран, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр 814 çынна, вăл шутран 405 çул çитмен çамрăка ĕç тупса панă, 71 çынна вĕренме янă, 12 çынна район тулашĕнче ĕçлĕ пулма пулăшнă. Çавăн пекех 185 çынна обществăлла ĕçсене явăçтарнă, ку унчченхи кăтартуран 18 çын нумайрах. Çавăн пекех пĕлтĕр ĕçрен хăтарма пултаракан 27 çынна вĕренме яма май тупнă, нумай ачаллă виçĕ ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçтарнă, 9 инвалид ĕç вырăнĕллĕ пулнă. 2011 çулта 67 çын харпăр хăй ĕçне пуçарса янă, вĕренÿ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнă 19 специалист стажировкăра пулнă.

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, районта 207 ача çуралнă, 213 çын вилнĕ. 136 çемье чăмăртаннă, 37 çемье уйрăлнă.

2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1109 çын ачасемшĕн пособи илсе тăнă, вăл шутран пĕччен амăшĕсем – 118. Пĕлтĕр ача-пăча пособийĕсене 928,1 пин тенкĕлĕх е 2010 çулхинчен 5 пин тенкĕ ытларах тÿленĕ.

Иртнĕ çул 6489 çын тĕрлĕ йышши пособисемпе пенсисем илсе тăнă. Ку тĕлĕшпе 387,2 миллион тенкĕ тăкакланă. Уйăхри ĕç укçи вара вăтамран 9531 тенкĕпе танлашнă.

2011 çулта çул-йĕр тума 14197,15 пин тенкĕ тăкакланă, 2,683 километр тăршшĕ çула юсанă.

"Ялсене 2013 çулчченхи тапхăрччен аталантарасси" тĕллевлĕ программа та пурнăçа кĕрсе пырать. Пĕлтĕр кăна районта шыв пăрăхĕсен сетьĕсене хывма 25405,46 пин тенкĕпе усă курнă, Васанта, Кивĕ Шăмăршăра, Анат Чаткасра 13,677 километр шыв пăрăхĕсем хывнă, чылай çĕрте капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн иртнĕ çул ултă çамрăк çемье социаллă тÿлевсем валли 3637,22 пин тенкĕлĕх, пилĕк çын 2059,04 пин тенкĕлĕх свидетельсвăсем илнĕ. Кунсăр пуçне "Çур-йĕр" федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 18 çамрăк çемье социаллă тÿлевсем валли тата çурт-йĕр туянма 6835,5 пин тенкĕлĕх свидетельствăсем илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика