21 января 2012 г.
Лавккасенче сĕт хакланса пырать, ăна халăхран сутăн илмелли хаксем вара чакаççĕ. Мĕншĕн?
(Редакцие килнĕ çыруран).
РЕСПУБЛИКĂН Ял хуçалăх министерствинчен çакăн пек хурав илтĕмĕр: саккунпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх продукцийĕн хакĕсене патшалăх тÿрремĕнех йĕркелеймест, урăхла каласан чĕрĕ сĕте сутăн илмелли хаксене çирĕплетеймест. Хаксене хуçалăх субьекчĕсем хăйсем калаçса татăлса палăртаççĕ, вĕсем рынок витĕмĕпе ирĕклĕн йĕркеленеççĕ.
Ял хуçалăх продукцине сутăн илмелли хаксем çулталăк вăхăтне кура улшăнаççĕ. Калăпăр, çулла сĕт суса илесси ÿснĕ май унăн хакĕ пĕчĕкленет, хĕлле сĕт сахаллине пула вăл хакланать.
Ялсенчи сĕт сутакансемшĕн йывăрлăхран тумалли пĕр мел – потребительсен тата сĕтпе тивĕçтерекенсен ял хуçалăх кооперативĕсене йĕркелени, çакă сĕте кооперативсене хаклăрах хакпа сутма май парать. Унашкал граждансем халĕ "Агро-Инноваци" ХУПран йÿнĕпе тивĕçлĕ оборудовани арендăна илме те пултараççĕ.
"Агро-Инноваци" ХУП мониторингĕпе килĕшÿллĕн 1 сортлă сивĕтнĕ сĕтĕн 1 килограмне сутăн илмелли вăтам хак (НДСсăр) республикăри сĕт тирпейлекен заводсенче пĕлтĕрхи декабрĕн 29-мĕшĕ тĕлне 14,06 тенкĕпе танлашнă. Ку пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 14,27 проц. йÿнĕрех. Виçĕм çулхи пысăкрах хаксем çулла питех те шăрăх çанталăк тăнине кура выльăх апачĕ çителĕксĕр пулнипе, ăна республика тулашĕнчен кÿме тивнипе сăлтавланнă. Пĕлтĕр хаксен ÿсĕмĕ июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнчен (1 килограмĕ 10,13 тенкĕ) тытăнса декабрь вĕçĕччен палăрнă. 2010 çулта та сĕте сутăн илмелли хаксем раштав вĕçĕнчен чакма пуçланă.
Çакна та палăртмалла: республикăри сĕт тирпейлекен заводсен чĕркемĕллĕ 2,5 проц. çуллă сĕтĕн сутлăх хакĕ виçĕм çулхи декабрь 16-мĕшĕнче 25,32 тенкĕ пулнă, пĕлтĕрхи декабрь вĕçĕнче – 24,33 тенкĕ.
Республика Правительстви 2011 çулта ĕнесен шутне упраса хăварас тĕллевпе хуçалăхсене, уйрăм çынсене выльăх апачĕ туянма кайнă тăкаксен пĕр пайне саплаштарса укçа тÿленĕ. Çак тĕллевпе пĕлтĕр республика тата федераци бюджечĕсенчен пĕтĕмпе 275,1 млн тенкĕ уйăрнă – кашни ĕне пуçне 2,9 пин тенке яхăн. Пулăшу малашне те пулĕ. Çулталăкра 1 литр сĕт пуçне 3 тенкĕ тата уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче ĕне усрама каякан тăкаксен пĕр пайне ĕне пуçне 3 пин тенкĕ чухлĕ саплаштарассине вăя кĕртесшĕн. Хатĕрлекен программа проектне йышăнсан 2013 çултан тытăнса ялсенче çак укçана илме пуçлĕç.