21 января 2012 г.
Федерацин налук службин республикăри управленийĕ 2011 çулăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене тунă.
Федераци бюджетне 9 млрд тенкĕ хывнă, ку 2010 çулхинчен 23,2: нумайрах. Республика бюджечĕн налук тупăшĕсем 14,3 процентпа танлашнă. Виçĕм çулхипе танлаштарсан çак виçе 14,2 проц. ÿснĕ. Вырăнти бюджетсене налуксемпе 4,5 млрд тенкĕлĕх тивĕçтернĕ, кунта ÿсĕм 8 проц. çитнĕ.
Пĕтĕмпе вара Чăваш Республикинче 27,8 млрд тенкĕ налук пухнă, çакă 2010 çулхи шайпа пăхсан 114,7 проц. пулать.
Налук пухассипе хамăрăн Шăмăршă районĕнче те пĕлтĕрхинчен аванрах ĕçленĕ. Кун пирки редакцие районсем хушшинчи налук служби пĕлтерчĕ.