Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Петр Дементьев генералăн нацилĕхĕ пирки

21 января 2012 г.

Тутарстанри Çĕпрел райцентрĕн варринчи лаптăкра районти паллă çынсен сăнĕсем пур. Çав сăнсенчен пĕри уйрăмах хăй патне туртать: виçĕ çăлтăрлă генерал, икĕ хут Социализмла Ĕç Геройĕ, 1965-1977 çулсенче СССР авиаци индустрийĕн министрĕ пулнăскер... Ку – Петр Васильевич Дементьев (1907-1977) сăнĕ. Вăл çак районти Упи ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çак ятлă ялсем ку тăрăхра темиçе те, вĕсенчен пуринче те – пĕринсĕр пуçне! – чăвашсем пурăнаççĕ. Çĕпрел тăрăхĕ Чăваш Енĕн мар, Тутарстанăн пулнăран мухтавлă çак çынна чăвашсем питĕ сахал пĕлеççĕ. Шел, питех те шел. Мĕншĕн тесен Петр Дементьев – чăваш çынниех. "Краткая чувашская энциклопедире" те ун пирки И. Бойко "Чăваш учителĕн ывăлĕ" тесе палăртнă. Çапах та ватă çынсенчен ыйтса пĕлни урăххине çирĕплетет. Петр Дементьевăн ашшĕ чăваш ялĕнче ĕçлесе пурăнакан вырăс учителĕ пулнă. Министрăн амăшне илес пулсан, вăл вара, чăн та, тĕп чăвашах. Чăнлă тăрăхĕнчи Кивĕ Улхашран.

Паллă ĕнтĕ, СССР вăхăтĕнче паспортсенче нацилĕхе кăтартатчĕç. Петр Васильевич Дементьев паспортне эпĕ курман. Анчах та унти пиллĕкмĕш графара "вырăс" тесе çырнă пек туйăнать. Мĕнле калас, тĕрлĕ сăлтава пула. Апла-и, капла-и, ку япалана архивсенче тĕрĕслеме кая юлман-ха. (Тĕпчевçĕсем, сире сăмах!). Хут вăл – хут-çке, документ пулсан та! Дементьевăн чăн-чăн нацилĕхĕ чăвашах тесе шутлатăп эпĕ. Акă мĕншĕн.

Петр Васильевич 1907 çулта çуралнă. Эппин, унăн ачалăхĕпе яшлăхĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 10-мĕш, 20-мĕш çулĕсенче иртнĕ. Историксем мана суйма памĕç: вăл тапхăрта чăвашсем, тĕпрен илсен, пĕр чĕлхеллĕ пулнă, вырăсла пĕлмен. Чăваш ялĕнче çитĕнекен хуть те мĕнле ача та чăваш чĕлхинчен айкинелле пăрăнса тăма пултарайман. Унашкал май та пулман! Паянхипе ан ташлаштарăр... Çамрăк Петр Дементьевăн ачалăхĕ чăвашлăхра иртнĕ, çавăнпа та вăл чăваш пулса çитĕннĕ. Ку тĕлĕшпе манăн нимĕнле иккĕленÿ те çук. Паспорта илес пулсан вара – унта тем те çырма пулать! Хут чăтать!

Пĕлетпĕр ĕнтĕ: Н.Я. Бичурин, пирĕн паллă синолог, пĕр хут çине хăй пирки "великоросс" тесе çырса хăварнă. Анчах та пĕр çав сăлтавпа кăна ăна епле-ха "вырăс" тейĕн; Çук, Никита Яковлевич чăн чăвашах пулнă! Тăшмансем те ăна куç хыçĕнче "Агафон Чувашии" тесе чĕннĕ. "Чăваш халăхĕн чаплă ывăлĕ", – терĕ ун пирки В.Чивилихин вырăс çыравçи, "Память" роман-эссе авторĕ.

П.В. Дементьев пирки мĕн калаççĕ-ха ку тĕлĕшпе паянхи "пысăк" çынсем; Сăмах - Глеб Андреевич Ильенкона, Шупашкарти "ЭЛАРА" АУО генеральнăй директорĕ пулнăскерне: "35 çул каярах – 1970 çулхи февралĕн 9-мĕшĕнче – СССР авиаци промышленноçĕн министрĕ, пирĕн мухтавлă чăваш Петр Васильевич Дементьев, Шупашкарта приборсем тăвакан завод лартма тытăнасси çинчен хушăва алă пуснă".

П.В.Дементьевăн 100 çулхи юбилейĕ те пулчĕ. Ман шутпа, çав вăхăт тĕлне Шупашкарти "ЭЛАРА" АУО çурчĕ тĕлĕнче мухтавлă чăвашăн палăкне лартмаллаччĕ. Ара, асăннă завода вăл пил панипе çĕкленĕ-çке-ха!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика