Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коллективизаци тапхăрĕнчи йăнăшсем

21 января 2012 г.

РАЙОН историйĕнче колхозсем йĕркеленнĕ тапхăр паллă вырăн йышăнать. ВКП(б) XV съезчĕ (1927 çул, декабрь) коллективизаци ĕçне пур çĕрте те вăйлатма йышăннине вырăнсенче çине тăрсах пурнăçлама тытăннă. Облаçри XIII партконференци 1932 çул вĕçленнĕ тĕле 25 пин хресчен хуçалăхне (пĕтĕм йышăн 13,5 процентне) колхозсене пĕрлештерме задача лартнă. Анчах та Чулхула крайĕнчи ВКП (б) Тĕп Комитечĕн вăхăтлăх бюровĕн секретарĕ А. А. Жданов крайри партконференцире пилĕк çуллăх вĕçленнĕ тĕле коллективизацие 31 процента çитерме чĕнсе каланă.

Çапла вара, пирĕн республикăра васкасах колхоза кĕртес юхăм пуçланнă. Чăваш Республикин Патшалăх Тĕп архивĕнчи документсемпе паллашнă май, Шăмăршă тăрăхĕнче колхозсем мĕнле йĕркеленнине уçăмлăрах пĕлме май килчĕ.

"Местные работники - руководители колхозов, бригадиры и даже уполномоченные РИКа - пугали граждан выселением на пески, обложением хлебов и семенные фонды и запрещали отпуск товаров из кооперативов неколхозникам и т.п.

Указанные выше мероприятия и ошибки, допущенные при проведении коллективизации и раскулачивания, безусловно толкали процент коллективизации и содействовали нездоровому и искусственному росту колхозов.

Многие середняки и бедняки искали себе спасение от косвенных нажимов и наложений в колхозах, шли в колхозы и каждый стремился показать себя в роли убежденного активиста-колхозника (Нижнее Буяново)", - çапла ăнлантарса çырнă ЧАССР ЦИКне Шăмăршă райĕçтăвкомĕн председателĕ Ястребов.

Пирĕн района çирĕплетнĕ Столяров уполномоченнăй хушнипе, оперативлă тройка туса хунă. Çак тройка тĕреклĕ хуçалăх тытакан хресченсене шута илнĕ тата ухтарса тухнă. Кулаксене вĕсен пурлăхĕн хакĕнчен пысăкрах налук тÿлеттермелле тунă, çапла вара, "налук тÿлеменшĕн" тесе, вĕсене çап-çара хăварнă, чылайăшне Çĕпĕре ăсатнă. Столяров "Кулаксене аялти йĕмсĕрех хăвармалла" лозунга тĕпе хурса ĕçленĕ. Туртса илнĕ пурлăха салатса пĕтернĕ е ял Совет работникĕсем йÿнĕ хакпа туяннă.

1930 çулхи майăн 20-мĕшĕ тĕлне Шăмăршă районĕнче пурĕ 4188 хресчен хуçалăхĕ шутланнă, вĕсенчен 125-ĕшне кулак тесе айăпланă. Çав çулхи май уйăхĕнче кăна 42 хуçалăха раскулачит туса тĕрлĕ çĕре ссылкăна янă.

1928 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Шăмăршă районĕнче 2 колхоз шутланнă, вĕсем 25 хуçалăха пĕрлештернĕ, 1929 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне колхозсен йышĕ 3 пулнă, 49 хуçалăхран тăнă. 1930 çулхи январĕн 20-мĕшĕнчи кăтартусем вара палăрмаллах улшăннă: 10 колхоз йĕркеленнĕ, коллективизаци шайĕ 8,3 процентпа (340 хуçалăх) танлашнă. 1930 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 14 колхоз шутланнă, 389 хуçалăхран тăнă. 1931 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне колхозсен йышĕ 17 таран, çав çулхи июнĕн 15-мĕшĕ тĕлне 22 таран ÿснĕ. Пурĕ 765 колхозник шутланнă.

Чăваш АССР Финанс наркомачĕ 1932 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕрленĕ отчетран курăннă тăрăх, Шăмăршă районĕнче 79 кулак хуçалăхĕ шутланнă.

Карапай Шăмăршă ял Советне райĕçтăвкомăн ятарлă бригади килни çинчен калакан документпа паллашма тиврĕ манăн. (Ун чух ку ял Патăрьел районне кĕнĕ). Бригадăна райхаçат редакторĕ Соколов ертсе пынă. Вĕсем 16 хуçалăх пурлăхне айăн-çийĕн çавăрнă, тÿлеме çук пысăк штраф хунă, итлеменнисене хĕнесе пăрахнă. Тепĕр кунах хресченсен 89 проценчĕ таран колхоза çырăннă.

Кун пирки ял çыннисем Мускава М. И. Калинин патне çырнă, партин облаçри комитетне те çăхав çитнĕ. Обком ятарласа Патăрьелне тухса лару ирттернĕ, райком секретарьне Григорьева тата райĕçтăвком председательне Иванова партирен тата ĕçрен хăтарма, РЗО заведующине Антонова пĕчĕк ĕçе куçарма, Соколов редактора судпа айăплама йышăннă.

Чăваш АССР çĕр ĕç наркомачĕ 1936 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕрленĕ отчет тăрăх, Шăмăршă районĕнче 30 колхоз, 2625 колхозник шутланнă. Коллективизаци шайĕ 61,1 процентпа танлашнă. Çапах та, ытти районсемпе танлаштарсан, Шăмăршă тăрăхĕнче коллективизаци ерипенрех пынă-ха. Çавна пула ĕнтĕ 1936 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче Чăваш АССРĕнчи ЦИК Президиумĕ "Единоличниксемпе мĕнле ĕçлени çинчен" постановлени йышăннă. Çак постановление тĕпе хурса, тепĕр виçĕ кунтан Шăмăршăра единоличниксен пухăвне ирттернĕ, колхоза кĕме хушса хăратсах каланă.

Ку "ĕç" хыççăн районта коллективизаци шайĕ 75 процента çитнĕ...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика