14 января 2012 г.
"Известия" хаçат пĕлтернĕ тăрăх Владимир Путин Çĕнĕ çул каникулне суйлав кампанине старт парассине хатĕрленес ĕçе халалланă. Премьер пресс-секретарĕ Дмитрий Песков хаçата çапла пĕлтернĕ: Путин суйлав умĕнхи программăна Дума кампанийĕ валли хатĕрленĕ программа (халăх пуçарăвĕсен программине çапла ят панă) çинче никĕсленсе хăй çырать. Документа февралĕн 12-мĕшĕччен пичетлесе кăларĕç.
"Путин программи "Халăх программинчен" нумай уйрăлса тăмĕ. Вăл кĕскерех вариант пулĕ, анчах унта çав программăпа пĕр килекенни те, çĕнни те нумай пулать. Çĕнĕ курăм, тĕнче улшăнăвĕпе çыхăннăскер", – тенĕ Песков. Экономикăна, социаллă пурнăçа тата тĕнчери политикăна халалланă пайсем икĕ программăшăн та пĕр пулĕç. Анчах Путин программинче çĕнĕ акцентсем палăрĕç, шалти политикăн чи çивĕч ыйтăвĕсемпе татăклă сĕнÿсем хатĕрленĕ.
"Çĕнĕ программăра халăха уйрăмах пăшăрхантаракан сферăсемпе çыхăннă сĕнÿсене пайăррăн кăтартма палăртнă. Çав шутра – ЖКХ, алкоголизм, наркомани, преступлени тăвасси тата коррупци", – тенĕ хаçата Владимир Путинăн суйлав штабĕн членĕ Вячеслав Лысаков.