14 января 2012 г.
Чăваш Республикин çар комиссариачĕн планĕпе килĕшÿллĕн, 2011 çулхи кĕрхи призывра Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчен 120 çамрăка çар чаçĕсене ăсатмалла пулнă. Шел, çак плана пурнăçлама май килмен: салтак тумне 92 призывник кăна тăхăннă, çав шутран 25-шĕ – пирĕн район каччисем.
ЧР çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кĕрхи призыв тапхăрĕнче Шăмăршă районĕнчи 21 çамрăк призыв мероприятйĕсене килмен. 17 йĕкĕт вара хăйсене сыватма палăртнă сиплев курсне вĕçлемен. Пирĕн район валли палăртнă план та пурнăçланайман (30 çамрăка çар чаçне ямалла пулнă).
Пирĕн районтан салтака кайнă çамрăксен ытларах пайĕ Шалти çарсенче службăра тăрать. 5 йĕкĕт çар комиссариачĕн направленийĕпе водителе вĕреннĕ.
Кăçалхи çурхи призыв тапхăрĕнче çамрăксен яваплăрах пулмалла, призыв мероприятийĕсене вăхăтра каймалла. Çар службинче пуласси – кашни арçыннăн тивĕçĕ.