14 января 2012 г.
Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче Раштав уявĕ ячĕпе çулленех волейболла выляса мала тухассишĕн ăмăрту ирттеретпĕр. Унта ял çамрăкĕсем çеç мар, аслăрах çулхисем те хастар хутшăнаççĕ.
Ялти пуçламăш шкулăн спорт залĕ çак кун кĕрлесе çеç тăчĕ. Çивĕч кĕрешÿре Васан ял поселенийĕн команди – пĕрремĕш, Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн команди – иккĕмĕш, Пуянкасси ял поселенийĕн команди виççĕмĕш вырăн йышăнни палăрчĕ. Хăнасен – кÿршĕллĕ Тутарстанри Хурăнвар-Шăхаль ялĕнчи çамрăксен командин – тăваттăмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ.
Çĕнтерÿçĕсене Грамотăсемпе тата парнесемпе чысларăмăр. Ăмăрту спонсорĕсене – "Карлинская" Агрофирмăна тата Геннадий Макаровпа Сергей Угарин предпринимательсене – хаçат урлă чĕререн тав тăватпăр.