Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Граждансен интересĕсене хÿтĕлетпĕр

14 января 2012 г.

Федерацийĕн гражданла Следстви комитечĕн Чăваш Республикин Следстви пайĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви уйрăмне хăй тĕллĕн ĕçлекен уйрăм туса хунăранпа январĕн 15-мĕшĕнче пĕр çулталăк çитет. Маларах çак комитет РФ Прокуратури çумĕнче шутланнă.

Тăватă районпа (Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă) ĕçлекен следстви уйрăмне юстици майорĕ Р.Шайхалов ертсе пырать. Унпа пĕрле унăн çумĕ Р.Салимзянов, ертÿçĕн аслă пулăшуçи В.Ярушкин, уйрăмах йывăр ĕçсемпе ĕçлекен следователь В.Егоров, Д.Тазюков, А.Эткеров, В. Сергиевский аслă следовательсем, пĕрремĕш разрядлă специалист Н.Маркиданова тата И.Серов водитель.

2011 çулта уйрăмри следовательсем 600 ытла ĕç пăхса тухнă (2010 çулта – 495). Тĕрĕслевсем ирттернĕ хыççăн 111 уголовлă ĕç пуçарнă (2010 çулта-102), вĕсенчен 12 ĕç коррупципе çыхăнни (2010 çулта – 18). Шăмăршă районне уйрăммăн илес пулсан, 2011 çулта 18 уголовлă ĕçе вĕçне çитернĕ.

Эрех-сăра ĕçнипе преступленисем тăвакансем те пур. Пĕр çуртра пурăнакансем пĕр-пĕрин çине алă çĕклени, хĕнени те тĕл пулсах тăрать. Çакнашкал çынсем ниçта та ĕçлеменни палăрать. Правосудие хирĕçле, çыннăн Конституцире палăртнă ирĕкĕсене хĕснипе, халăх сывлăхне сиенленипе тата ытти енĕпе çыхăннă преступленисене те асăнмалла.

2011 çулта çара каяссинчен пăрăнса çÿрекенсен йышĕ ÿсни те сисĕнет. Çакнашкаллисен çирĕп явап тытма тивет.

Çул çитмен çамрăксен прависене хÿтĕлесси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Пĕлтĕр следовательсем РФ УПК 144-145 статйисемпе килĕшÿллĕн çул çитмен çамрăксем вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнин 4 тĕслĕхне тĕрĕсленĕ.

Çакна та палăртса хăвармалла, шалти ĕçсен уйрăмĕн ĕçченĕсемпе пĕрле ĕçлесе Шăмăршă тата Патăрьел районĕсенче 2008-2009 çулсенчех тунă виçĕ преступление уçăмлатнă, айăплисене палăртнă.

Çынсен прависене хÿтĕлес, преступленисене тупса палăртас ĕçсемпе малашне те тăрăшсах вăй хурăпăр. Пирĕн тĕллев – Конституци принципĕсем пуриншĕн те пĕр пек пулнине, саккунсене пăхăнса пурăнмаллине асăрхаттарса пырасси.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика