Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕхшĕн, профессилле ăсталăхшăн тав сăмахĕ

14 января 2012 г.

"Инкек куçа курăнса килмест", – теççĕ халăхра. Пирĕн çуртра та кĕтмен çĕртен инкек сиксе тухма пултаратчĕ. Паллах, юнашар шанчăклă, çын хуйхине чĕрене илекен çынсем пулни лайăх çав.

Çак кунсенче кухньăра ырă мар шăршă сарăлнине туйрăм. Газ!.. Хăвăртрах Палтиелĕнче пурăнакан хĕрĕме шăнкăравларăм. Вăл манпа кÿршĕллĕ пурăнакан Н.И. Поляковăна пĕлтернĕ. Нина Ивановна учительница, шкула ĕçе васканă пулин те, ман патăма чупса кĕчĕ. Газ хуранĕ патне пыракан пăрăх сиенленнине, унтан газ тухса тăнине Нина Ивановна тÿрех чухласа илчĕ, инкек пирки районти газ участокне шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Ытти кÿршĕсем те пулăшрĕç – Шăмăршăри газ участокĕнчен юсав бригади килсе çитиччен пăрăх кранне пусса-хупса тăчĕç. Газовиксем вара кĕске вăхăтрах пирĕн пата çитсе, газ системине çĕнĕрен сÿтсе йĕркене кĕртрĕç.

Район хаçачĕ урлă эпĕ, ачасемпе пĕрле хаклă кÿршĕмсене – Н. И. Полякована, Н.Ларионова, В.Сельцова – пысăк тимлĕхшĕн, М.Салахов ертсе пыракан районти газ участокĕн ĕçченĕсене профессилле ăсталăхшăн чĕререн тав тăватăп, çĕр çинчи мĕн пур ырлăха сунатăп. Тайма пуçăмăр Сире, ырă Çыннăмăрсем!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика