14 января 2012 г.
1997 çултанпа çĕршывра Заповедниксемпе наци паркĕсен кунне паллă тăваççĕ. Çакă 1916 çулхи январĕн 11-мĕшĕнче Раççейре пĕрремĕш Баргузинск заповедникне туса хунипе çыхăннă.
Паянхи куна Раççейре 102 заповедник, федераци пĕлтерĕшлĕ 42 наци паркĕ шутланаççĕ.
"Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ 1993 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 25200 гектарпа танлашать. Вăл Чăваш Республикин кăнтăр районĕнче вырнаçнă, Ульяновск облаçĕпе, Тутар Республикипе чикĕленет. Паркăн уйрăмлăхĕпе хăйне евĕрлĕхĕ çакăнта: кунта кăнтăр тайгари тата вăрманлă çеçен хирти биоценоз тĕслĕхĕсем тĕл пулаççĕ.
Наци паркĕн чĕр чунсемпе ÿсен тăрансен тĕнчи чăннипех те пуян. Тĕрлĕ йышши ÿсен тăрансем çеç 800 тĕрлĕ яхăн, вĕсен хушшинче пĕтсе пыраканнисем те, Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнисем те пур. Паркра Чăваш Республикинче тĕл пулакан çурăм шăммиллĕ чĕр чунсен 90 проценчĕ пурăнать. Сĕтпе тăранса пурăнаканнисем – 40 тĕрлĕ, 178 тĕрлĕ вĕçен кайăк, шывра тата тип çĕр çинче пурăнакан 16 тĕрлĕ чĕр чун, 20 тĕрлĕ пулă. Хурт-кăпшанкă та йышлă. Паркра халĕччен çын тĕкĕнмен, чăннипех илемлĕ те илĕртÿллĕ вырăнсем чылай. Кунти çут çанталăк хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать, унăн аталанăвĕпе ылмашăвне çын хутшăнмасть.
"Чăваш вăрманĕнче" историлле паллă вырăнсем те пур. Вĕсене çынсем хаваспах çитсе кураççĕ. Çак шута ĕлĕк тимĕр руди кăларнă, сукна фабрики, Хырла валĕ пулнă вырăнсене кĕртмелле.
Çут çанталăк илемĕ – пуриншĕн те. Паркра туристсем валли 8 çуран экскурси маршручĕ йĕркеленĕ, "Чăваш вăрманĕн вăрттăнлăхĕсем" экологи сукмакĕ пур. Паркри нумай-нумай вырăн чăннипех çут çанталăк палăкĕсем пулма тивĕçлĕ.
Наци паркĕнче çулталăкĕпех илемлĕ, çут çанталăк пуянлăхĕ хăй патне илĕртсе тăрать.