18 января 2012 г.
ИРТНĔ шăмат кун Шăмăршă çумĕнчи хыр вăрманĕнче чăн-чăн спорт уявĕ иртрĕ. Районти ял поселенийĕсен, учрежденисен, предприятисен, организацисен, райадминистраци пайĕсен командисем йĕлтĕр сырса ăмăртăва тухрĕç. Хальхинче вĕсем эстафетăра тупăшрĕç. Çакна та каласа хăвармалла, пуçлăхсенчен пуçласа специалистсемпе ытти ĕçченсем таранах пухăннă. Вăрманта – юрă-кĕвĕ сасси, шашлăк шăрши, спортсменсемпе курма килнисен хаваслă калаçăвĕ...
Ăмăртăва килнисене пурне те ăнăçу та çĕнтерÿ сунса район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев сăмах каларĕ. Спортпа туслă çын кăна илемлĕ те сывлăхлă пулнине палăртрĕ.
Старта чи малтан ял поселенийĕсен 9 команди тăчĕ. Икĕ хĕрарăмпа (хĕрпе) икĕ арçынран (каччăран) тăракан командăсем çĕнтерÿшĕн кĕрешесси çийĕнчех сисĕнчĕ, номерсем тăхăнса старт парсан çил пек вĕçтерчĕç. Пĕр-пĕрне улăштарса пырса финиша Анат Чаткас ял поселенийĕн туслă команди пĕрремĕш çитрĕ. Пуянкассисемпе Шăмăршăсем – иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем.
Организацисен, предприятисен, учрежденисен командисем те пысăк хастарлăх кăтартрĕç. Пурĕ 20 команда старта тухрĕ. Çивĕч тупăшура ку ушкăнра ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Туслăх" физкультурăпа спорт комлпексĕн пĕрлештернĕ команди пĕрремĕш вырăна тухрĕ, районти страхлакан уйрăмпа ĕçпе тивĕçтерекен центрăн пĕрлештернĕ команди - иккĕмĕш, "А.Романов" предпринимательпе "Саид" ОООн пĕрлештернĕ команди – виççĕмĕш.
Шкулсенчи вĕрентекенсенчен йĕркеленĕ командăсем те – 10 команда – интереслĕ эстафета кăтартса пачĕç. Карапай Шăмăршă шкулĕн команди пĕрремĕш вырăна тухасси малтанах палăрчĕ, вĕсем пĕр тапхăрта та хăйсенчен нихăш командăна та ирттермерĕç. Çапла вара çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Ытти командăсем тапхăрсенче вырăнсемпе улшăнсах пычĕç. Финиша иккĕмĕш Шăмăршă шкулĕ, виççĕмĕш Пăчăрлă Пашьел шкулĕ çитрĕç.
Район администрацийĕн пайĕсемпе уйрăмĕсен командисем хушшинче район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан пайĕн команди – пĕрремĕш, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн команди – иккĕмĕш, райадминистрацин экономика пайĕн команди виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Мала тухнă командăсене Грамотăсемпе парнесем парса, спортсменсене медальсем çактарса чысларĕç. Судьясен ушкăнне те тав сăмахĕ каламалла, вĕсем ниçта пăрăнмасăр ăмăрту йĕркеллĕ ирттĕр тесе тăрăшрĕç.