Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăхлă пуласси хамăртан килет

18 января 2012 г.

Иртнĕ çулхи эпидемиологи лару-тăрăвне пĕтĕмлетсен çакнашкал кăтартусем тухса тăчĕç. Пĕлтĕр районта инфекциллĕ тата паразит чирĕсен 763 тĕслĕхне тупса палăртнă, вĕсенчен 73,9 проценчĕ – грипп тата ОРВИ, 17 проценчĕ – социаллă инфекцисем, 1 процент – выр-хырăм инфекцийĕсем, 5 проценчĕ – паразитлă инфекцисем, 1,5 проценчĕ – вируслă гепатит, 4,3 проценчĕ – чĕр чунсем çыртнипе çыхăннисем тата ыт.те.

Туберкулеза илес пулсан, пĕлтĕр ку чирпе чирленĕ çынсен шучĕ 1,5 хут ÿснĕ, кăтарту 100 пин çын пуçне 41,7 çынпа танлашнă. Кун пек тĕслĕхсем Шăмăршăра 2 тĕслĕх, Пуянкасси, Карапай Шăмăршă, Чукал, Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕсенче 1 тĕслĕх пулнă. Иртнĕ çул, виçĕм çулхипе танлаштарсан, гриппа тата ОРВИпе нумайрах чирленĕ.

Шывсăр пурнăç çук, теççĕ. Усă куракан шывсен пробисене илнĕ хыççăн пурте гигиенăпа санитари шайне тивĕçтернине палăртнă. Апат-çимĕç предприятийĕсенчи ĕç вырăнĕсенче 174 проба илсе тĕрĕсленĕ, 1,7 проценчĕ стандарта ларман. Ĕç вырăнĕсенче çутăпа мĕнлерех тивĕçтернине 43 тĕслĕх илнĕ. Гигиена нормисене пăхăнман пробăсем – 4,9 процент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика