25 января 2012 г.
Чăваш Республикинче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн кандидачĕн Владимир Путинăн суйлав умĕнхи халăх штабĕ ĕçлеме пуçларĕ. Вăл Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче вырнаçнă. Ертÿçи – мухтавлă ентешĕмĕр, саппасри генерал-лейтенант, Раççей Геройĕ Николай Гаврилов. Штаб йышĕнче çĕр-шывра тата тăван республикăра ырă ят çĕнсе илнĕ çынсем: сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем, ял хуçалăхĕпе промышленноç, культура, вĕрентÿ ĕçченĕсем, çамрăксен тата ветерансен юхăмĕн ертÿçисем...
Çак кунсенче штаб хăйĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Унта республикăри хуласемпе район центрĕсенче тĕл пулу кĕтесĕсем, тавлашу клубĕсем уçма, тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Паллах, вĕсенче кандидатăн суйлав умĕнхи программипе паллаштарасси тĕпре пулĕ.