25 января 2012 г.
Район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕ шкул ачисемпе, çамрăксемпе тăтăшах тĕрлĕ мероприяти ирттерет. Уйрăмах патриотла воспитани çине пысăк тимлĕх уйăрать.
Оборонăпа массăллă уйăхлăха тĕпе хурса Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта патриотла юрăсен "Виктория" фестивальне ирттерчĕç, ăна "соло", "дуэт", "вокал ансамблĕ" номинацисем тăрăх хакларĕç. Фестивале 1 класран пуçласа 11 класс таранччен хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
"Соло" номинацире Алиса Лукиянова, "вокал ансамблĕнче" – 9 "а" тата 11"а" классем палăрчĕç. Çĕнтерÿçĕсене Дипломсемпе парнесем парса чысларĕç.
Çак кунах Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ, Афганистанра пуçне хунă Владимир Михайловăн Асăну хăмине уçрĕç.