25 января 2012 г.
Вăл Пушкина савса вуланă,
Тен, асĕнче çавна тытсах.
Ятне те Таня вăл суйланă,
Хăйне йăлтах вăрттăнлатса.
"Таня" поэмăри çак йĕркесем ахаль аса килмерĕç. Таня ятлă хĕрсене тĕл пулсанах явăнаççĕ Хусанкай сăмахĕсем пуçра. Тепĕр сăлтавĕ "вăрттăнлăха" упракан ята тĕп вырăна кăларма Татьянăсен кунĕ е Студент кунĕ пулни хистерĕ.
Мĕнле туйăмпа кĕтсе илеççĕ хăйсен кунне Таньăсем; Кампа тата ăçта çак уява палăртаççĕ; Литература хайлавĕнчи е кинори хăш Таня сăнарне çывăх кураççĕ;
Татьяна Татарских,
райадминистрацин экономика пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ.
– Çакăн пек кун пулни мана чунтанах савăнтарать. Ара, пирĕн ятлисене ятарласа календаре январĕн 25-мĕшĕнче кун уйăрса панă. Вăл тата Студентсен кунĕпе те пĕр килет. Аслă шкулта вĕреннĕ чухне çак кун Таньăсене уйрăмах хисеплетчĕç. Мана вара çак ята хума тетесем атте-аннене хистенĕ.
Уява халĕ, çулсем иртсе пынă май, ытларах килте çемьепе паллă тума тăрăшатпăр. Ир пуçласа каçченех телефон шăнкăртатса кăна тăрать, юлташ-пĕлĕшсем, пĕрле ĕçлекенсем саламлаççĕ, парнепе савăнтаракансем те пур. Юратнă Таня сăнарне вара эпĕ А.Пушкин çырнă "Евгений Онегин" хайлавĕнче куратăп. Унта шăпах Таня ятлисен сăн-сăпатне, кăмăл-туйăмне сăнласа панăн туйăнать.
Татьяна Алексеева,
Росгосстрахăн Шăмăршăри уйрăмĕн страхлакан агенчĕ, Пуянкасси ялĕ.
Хăш-пĕр çул çак кун пирки манса каятăп. Юрать-ха тăвансем, тус-тантăшсем аса илтереççĕ, çепĕç сăмахсем каласа саламлаççĕ. Ача чухне, паллах, ку куна пĕлсех те кайман тесен те йăнăш мар. Çитĕннĕçем кăна Татьяна кунĕ пуррине ăнланса илтĕм. Уява тус-тăванпа пĕрле ирттеретĕп, тулăх сĕтел хатĕрлетĕп, хаваслă кăмăл-туйăмпа савăнатăп.
Юратнă Таня сăнарĕ маншăн "Карнавальная ночь" фильмри официанткăсем юрлакан юрăра. "Эй, Таня, Таня, Танечка..." – мĕнлерех ытарлăн илтĕнеççĕ çак сăмахсем. Килĕшекен юрра итлессишĕнех кашнинчех юратнă кинона ĕç пăрахсах курма тăрăшатăп.
Татьяна Полякова,
Карапай Шăмăршă ялĕ, хальлĕхе пĕчĕк ачипе килте ларать.
– Татьяна кунĕ – манăн чи юратнă уявсенчен пĕри. Çитменнине тата мана аттепе анне çак куна çывăх, тăватă кун маларах, çуралнăран Таня ят хунă. Ача чухне хам ята пит юратсах каймастăмччĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне Хусанкайăн "Таня" поэмине вуласан хам мĕн тери йăнăшнине туйса илтĕм. Пушкинăн Тани те шухăш-кăмăла урăхлатрĕ. Студент пулнă çулсенче те татах та вăйлăрах çак кун пĕлтерĕшне ăнланса илтĕм.
Уява хамăн çемьепе килтех паллă тăватпăр. Юратнă мăшăр яланхиллех парнипе савăнтарĕ. Паллах, тус-тантăшсем, юлташсем, пĕрле ĕçлекенсем, вĕреннисем саламлаççĕ.
Татьяна Юнкерова,
Анат Чаткас ялĕ, çемье практикин офисĕн медицина ĕçченĕ:
– Хĕл кунĕнчи уявсене питех кăмăлламастăп. Крещенкке вăхăтĕнче яланах сивĕ тăнăран Татьянăсен кунĕнче те çанталăк питех савăнтармасть. Çапах та хам ятпа çыхăннă уява палăртмасăр хăвармастпăр. Чи малтан мана ир-ирех упăшка саламлать. Ун хыççăн ачасем пĕрин хыççăн тепри ăшă сăмахсем калаççĕ. Вĕсен сăмахĕсене итлесен хĕллехи сивĕ çанталăк пирки те манса каятăп.
"Динга йытă е пĕрремĕш юрату çинчен калакан повеç" кĕнекене вуламан е кинона курман çын çук та пулĕ. Мĕн тери чуна пырса тивекен самантсем унта. Çакăнти Таня мана питĕ килĕшет. Вăл мана çывăх тăрать.
Районта Таньăсем татах та пур. Пуринпе те тĕл пулса калаçма вăхăт та çитмĕ. Ыттисем çилленмеççех пулĕ тетпĕр. Пурне те Татьянăсен тата Студентсен кунĕпе саламлатпăр. Сирĕн сăн-питрен нихăçан та йăл кулă ан кайтăр!