25 января 2012 г.
ЯЛСЕНЧЕ компактлă çурт-йĕр тăвас тата тирпей-илем кÿрес тĕлĕшпе ирттернĕ республика конкурсĕн районти тапхăрĕнче Васан, Кивĕ Чукал тата Палтиел ял поселенийĕсем çĕнтернĕ тесе йышăннă. Вĕсене проекчĕсене республика конкурсĕн комиссине ярса панă.
Çак конкурс укçи-тенкипе кăçал Васанти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула тата Ярăславри клуба юсама палăртнă. Çавăн пекех ытти ялсенче те вĕрентÿпе культура объекчĕсене тĕпрен юсĕç.
Кăçал районăмăр 85 çул тултарать. Çавна май ялсене тирпей-илем кÿртес тĕлĕшпе ытларах ĕçлемелле. Çулсемпе кĕперсене те тĕпрен юсамалла, çÿп-çап тăкмалли вырăнсене йĕркене кĕртмелле.