Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйăхлăх пуçланчĕ

28 января 2012 г.

Январĕн 23-мĕшĕнче районта Пĕтĕм Раççейри оборонăпа спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ пуçланчĕ. Вăл, ытти çулти пекех, февралĕн 23-мĕшĕччен, Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕччен, пырĕ. Çак тапхăрта шкул ачисемпе çамрăксем валли хастарлăх урокĕсем, çарпа патриот тата спорт мероприятийĕсем – уявсем, эстафетăсем, тĕрлĕ ăмăрту – ирттерме палăртнă. Йăлана кĕнĕ тăрăх çамрăк армеецсем слета пухăнĕç, хăйсем Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ретне тăма мĕнле хатĕрленнине кăтартĕç.

2012 çул – Раççей историйĕн çулталăкĕ, çавна май уйăхлăх вăхăтĕнче çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарнипе пĕрлех Тăван çĕр-шыв историйĕнчи паллă пулăмсемпе те паллаштарма тăрăшĕç. Кăçал Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче тăшмана çапса аркатнăранпа – 67, 1812 çулхи вăрçăра Раççей çарĕ паттăррăн çĕнтернĕренпе – 200, халăх ополченийĕн салтакĕсем Мининпа Пожарский ертсе пынипе Китай-хулана штурмласа илнĕренпе, Мускава Польша интервечĕсенчен хăтарнăранпа 400 çул çитет т.ыт.те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика