28 января 2012 г.
2000 çулта В.В. Путин арканнă-юхăннă патшалăха йышăнчĕ. Вăл ăслă ертсе пынипе, кирлĕ мерăсем йышăннипе çĕр-шыв укçа-тенкĕ крезисĕнчен тухрĕ. Промышленноç предприятийĕсем те, агропромышленноç комплексĕ те аталанма тытăнчĕç. Халăх пурнăçĕнче ырă улшăнусем сахал мар пулчĕç. Раççей политикăпа экономикăра суйласа илнĕ çул-йĕрпе малалла шанчăклăн пырать.
"Известия" хаçатра пичетленнĕ хăйĕн статйинче В.В. Путин пире çĕр-шыв хăвачĕ ÿстĕр, халăх пурнăçĕ лайăхлантăр тесе мĕн тунине тата мĕн тумаллине тишкерме тата шухăшлама сĕнет. Лайăх пурăнма, ырă тĕллевсене пурнăçлама хастар ĕçлемелле. Çапла тума пирĕн активлă позици йышăнмалла, пуçарулăхпа хастарлăх тĕп вырăнта пулмалла. Халăхпа ĕçлессине çÿллĕрен шая çĕклемелле.