Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурса хутшăннă – çĕнтернĕ

28 января 2012 г.

НУМАЯХ пулмасть Пĕтĕм Раççейри "Спорт – сиенлĕ йăласене хирĕç" акцин республикăри конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Пирĕн районтан унта вун пилĕк шкул ачи хутшăннă, вĕсен хушшинче çĕнтерÿçĕсем те пур.

Кĕçĕн ÿсĕмри вĕренекенсем хушшинче "Чи лайăх плакат" номинацире Шăмăршăри вăтам шкулта 7-мĕш класра вĕренекен Анна Ефимова пĕрремĕш, Карапай Шăмăршă шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренекен Евгения Михайлова виççĕмĕш вырăн йышăннă.

"Чи лайăх ÿкерчĕк" номинацире Шăмăршă вăтам шкулĕнчи II-мĕш класра вĕренекен Михаил Морозов палăрнă, иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă. "Чи лайăх калав" номинацире вара çак шкултах 5-мĕш класра вĕренекен Данила Тихонов иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Конкурсра Хавхалантару дипломĕсене тивĕçнисем те пур: Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен Александр Хорьков тата Палтиелĕнчи вăтам шкул команди.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика