28 января 2012 г.
ПАЛТИЕЛĔНЧЕ пурăнакан Минтин Тизяков мĕн çамрăкранпах "Мир" хуçалăхра ĕçлет. Кÿршĕлле Тутарстанри Çĕпрел профтехучилищинче вĕренсе механизатор профессине илнĕ, çирĕм çул ытла кустăрмаллă тракторпа ĕçленĕ. Юлашки çулсенче "Мир" ЗАОра ĕне выльăхсем пăхать.
Мăшăрĕ – Земземия та упăшки пекех ĕçчен çын. Вăтăр çул ытла дояркăра ĕçлет, Хисеп грамотисем илме тивĕç пулнă.
Тизяковсем килти хуçалăхĕнче те йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, çапла тупăштарса пурăнаççĕ.
Хăйсем пурăнакан çурт кивелерех панипе, Тизяковсем пĕлтĕр кирпĕчрен çĕнĕ çурт лартрĕç. Хальлĕхе ăшне кĕме ĕлкĕреймен-ха, чÿречисене те вырнаçтарман. Кăçалхи çу кунĕсенче мĕн пур ĕçе вĕçлесе çĕнĕ пÿрт ĕçки тăвасшăн.
– Кирпĕч çурт лартма, ăна хулари пек хăтлă тума эпир тахçантанпах ĕмĕтленнĕ, – теççĕ Минтинпа Земземия Тизяковсем. – Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн стройматериал туянса пытăмăр, хăма çурса хатĕрлерĕмĕр. Тăвансемпе ял çыннисем те пулăшрĕç, патшалăх та пăрахмарĕ. Кăçал пирĕн çутă ĕмĕт пурнăçа кĕрессе çирĕп ĕненетпĕр.
Сăмах май, кăçал Минтин Минкасимович 50 çул тултарать. Юбилее хăвăн аллусемпе тунă çĕнĕ пÿртре кĕтсе илни телей мар-и-ха;