Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачуна çурат, хăвна савăнма...

28 января 2012 г.

Пĕлтĕр районти çул çитмен çамрăксем преступлени тăвасси кăштах чакнă. Сăмахран, 2010 çулта вĕсем 8 преступлени тунăччĕ, 2011 çулта – 5.

Полици уйрăмĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекцийĕ пĕлтĕр 118 административлă протокол çырса хатĕрленĕ (2010 çулта – 106). Çак шутран 37-шĕ – ашшĕ-амăшĕ (е вĕсен вырăнне юлнисем) хăйсен ачисене кирлĕ пек пăхманнипе тата воспитани паманнипе, 3-шĕ çул çитменнисем обществăлла вырăнсенче алкоголь шĕвекĕсем ĕçнипе е ÿсĕр çÿренипе, 51-шĕ – ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене ÿт-пÿ, ăс-тăн, нравственноç аталанăвĕ енĕпе çителĕксĕр ĕçленипе çыхăннă.

Çул çитменнисем тĕлĕшпе çырнă административлă протоколсене тишкерсен, вĕсем обществăлла вырăнсенче ÿсĕр çÿренĕшĕн – 16 протокол, пĕчĕк хулиганла ĕç тунăшăн – 2 протокол, обществăлла вырăнсенче сăра ĕçнĕшĕн – 3 протокол, ытлашши хаклă мар япала вăрланăшăн 1 протокол хатĕрлесе тăратнă.

Ытти çынсем тĕлĕшпе йышăннă мерăсене асăнсан, çул çитменнисене алкоголь шĕвекĕсем ĕçме явăçтарнăшăн – 2 протокол, вĕсене алкоголь шĕвекĕсем, сăра, ытти таварсем сутнăшăн 5 протокол çырнине палăртмалла.

2011 çулта профилактика учетне çул çитмен 19 çамрăка тăратнă.

Районти 7 çемьере ашшĕсемпе амăшĕсем хăйсен ачисем (вĕсенче çул çитмен 12 ача шутланать) çине тивĕçлĕ тимлĕх уйăрманни пире çав тери пăшăрхантарать. Полици уйрăмĕн сотрудникĕсем тата район администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси членĕсем çак çемьесенче тăтăшах пулаççĕ, ачасем мĕнлерех условисенче пурăннипе кăсăкланаççĕ, кирлĕ пулсан, çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ, пулăшаççĕ. Хăйсен ачисене кирлĕ пек пăхманнипе пĕлтĕр ашшĕ-амăшĕнчен 6-шне учета тăратнă, суд йышăнăвĕпе 3-шне ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă.

Ялсенчи клуб учрежденийĕсенче – çамрăксем йышлăн пухăнакан вырăнсенче тăтăшах профилактика рейчĕсем иртеççĕ. Шкулсенче право темипе çыхăннă калаçусем йĕркелесси ĕç планĕпе килĕшÿллĕн пырать.

Çул çитменнисен инспекцийĕнче учетра тăракансемпе, хăйсен тивĕçне çителĕксĕр пурнăçлакан ашшĕ-амăшĕпе тăтăшах полици уйрăмĕн сотрудникĕсем тĕл пулаççĕ, ăнлантару ĕçне пурнăçлаççĕ, кирлĕ пулсан, пулăшу параççĕ.

2011 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа 2012 çулхи январĕн 21-мĕшĕччен районта "Полицин Хĕл мучийĕ" ыркăмăллăх акцийĕ иртрĕ. Çак акци вăхăтĕнче полицин участокри уполномоченнăйĕсем тата çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор районти ялсенчи нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесене çитрĕç, вĕсенчи ачасене Çĕнĕ çул кучченеçĕсемпе савăнтарчĕç.

Ашшĕсемпе амăшĕ сен хăйсен ачисене яланах тимлĕхре тытмалла. Кун пек чухне çул çитменнисем хушшинче право йĕркисене пăснă фактсем сахалтарах пулĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика