Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан хăвала, водитель!

28 января 2012 г.

ÇУЛ-ЙĔР çинче водительсен те, çуран çÿрекенсен те питĕ тимлĕ пулмалли пирки кашниех лайăх пĕлет. Питĕ шел, çакна хăш-пĕрисем асра тытмаççĕ, çавна май çул çинче инкек кураççĕ. Сăмахран, 2010 çулта районти çул-йĕрсем çинче 14 авари пулнине, вĕсенче 1 çын пурнăçран уйрăлнине, 21 çын аманнине регистрациленĕччĕ. 2011 çулта вара 23 авари пулса иртнĕ, вĕсенче 6 çын вилнĕ, 34 çын суранланнă.

Çул çине тухас умĕн водительсен нимле алкоголь шĕвекĕ те ĕçме юраманни пирки нумай калаçатпăр, çыратпăр. Ÿсĕр водительсене пула аварисем пулни пирки теле-радио передачăсенче те тăтăшах хыпарлаççĕ. Пирĕн район территорийĕнче ÿсĕр водительсем пĕлтĕр 5 авари тунă (2010 çулта – 3). Вĕсен айăпне пула 9 çын тĕрлĕ сурансем илнĕ.

Çуран çÿрекенсенчен хăш-пĕрисем çул-йĕр правилисене пăхăнмаççĕ. 2011 çулта çакна пула районта 1 çын вилнĕ, 4 çын аманнă.

Пĕлтĕрхи аварисенчен 6-шĕ – транспорт хатĕрĕсем пĕр-пĕринпе çапăннипе, пĕри – çаврăнса ÿкнипе, 8-шĕ – транспорт çын çине кĕрсе кайнипе, 3-шĕ – йывăçа е юпана пырса тăрăннипе, пĕри – автомашина велосипедиста çапса хăварнипе, 3-шĕ çул хĕрринче тăнă транспорт хатĕрне пырса тăрăнтарнипе, пĕри техника çул айккине анса кайнипе çыхăннă.

Аварисенчен 11-шĕ – федераллă автоçул çинче, 3-шĕ – республика пĕлтерĕшлĕ, 4-шĕ – район пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче, 5-шĕ ялсенчи урамсенче пулса иртнĕ.

Акă 2011 çулхи декабрьте кăна районта 3 аварие регистрациленĕ. Декабрĕн 9-мĕшĕнче, каçхине Шăмăршă урамĕнче "Жигули" автомашина çул хĕрринче тăнă яша çапса хăварнă, ăна больницăна хурсах сиплеме тивнĕ. 10-мĕшĕнче федераллă çул çинче, 116-мĕш километрта кăнтăрлах икĕ çăмăл автомашина пĕр-пĕринпе çапăннă. Çак аварире 1 çын вилнĕ, 1 çын йывăр аманнă. 28-мĕшĕнче çак çул çинчи 106-мĕш километрта "Жигули" Газеле пырса тăрăннă. Патăрьел районĕнчен килекен "Жигули" кабинине 7 çамрăк кĕрсе ларнă пулнă, вĕсем пурте аварире аманса больницăна лекнĕ. Инкек сăлтавне следстви служби тĕпчет.

Хальхи вăхăтра çулсем пăрлак тăнă май çул-йĕрсем çинче водительсене хăвăртлăх режимне çирĕп пăхăнма сĕнетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика